Опера | |
Травиата | |
итал. La traviata[1] | |
Афиша 1853 ç. | |
Композитор | |
---|---|
Либретто авторĕ(сем) |
Франческо Мария Пьяве[d][1] |
Либретто чĕлхи | Итал чĕлхи |
Сюжет çăлкуçĕ | А. Дюма-ывăлĕн «Дама с камелиями» романĕ |
Жанр | трагедия[d] и Опера[1] |
Ĕç-пуç шучĕ | 3 |
Тунă çул | 1853 |
Пĕрремĕш кăтартнă çул | Пуш, 6 1853 |
Пĕрремĕш кăтартнă вырăн | Ла Фениче, Венеци |
Травиата (1853) (итал. La traviata «ӳксе юлнăскер», «аташнăскер», traviare — çулран çухалса каясси) — Джузеппе Верди композиторăн Франческо Мария Пьяве А. Дюма-ывăлĕн «Дама с камелиями» романĕ тăрăх çырнă либреттипе кĕвĕленĕ опера.
Пĕрремĕш хут «Травиатана» халăха 1853 çулхи пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче Ла Фениче опера театрĕнче Венецире кăтартнă, ку ăнăçуллă пулман пулин те, çĕнĕлле çырса лайăхлатсан, вăл чи чаплă та паллă халăх юратакан операсен йышне кĕрет. Европăри куравсем Дюман «Дама с камелиями» тухнипе пĕр вăхăталла пулаççĕ.
Операн хăй вăхăтĕнчи уйрăмлăхсем: 1) тĕп паттăра суйласа илни — сывалми чиртен вилекен куртизан хĕрарăм, 2) операра пулса-иртни хăй вăхăтри Парижра пырать (19-мĕш ĕмĕр варри).
«Риголетто» тата «Трубадур» операсенчи пекех, Верди «Травиатара» драма тĕп вырăнне хăйĕнчен çын пĕрлĕхĕ пăрăнса тăнă паттăра вырнаçтарнă.
Операн чăн партитури виçĕ акт çине пайланать: пĕрремĕш пулăм Виолетта килĕнче, иккĕмĕш — унăн хула тулашĕнчи çуртĕнче тата Флора Бервуа керменĕнче, виççĕмĕш — Виолеттан юлашки килĕнче пулса иртет.
Иккĕмĕш акчĕ ытла та вăрăм пирки ăна икĕ пая пайлама пуçланă, паянхи кун «Травиатана» тăватă пулăмлă, виçĕ антрактлă опера пек лартаççĕ.
Паттăрĕсем | Сасă |
---|---|
Виолетта Валери, куртизанка | сопрано |
Альфред Жермон, пуянах мар çамрăк çын | тенор |
Жорж Жермон, унăн ашшĕ | баритон |
Флора Бервуа, хĕр-юлташĕ | меццо-сопрано |
Барон Дуфоль, Виолеттан еркĕнĕ | баритон |
Виконт Гастон де Леторьер | тенор |
Маркиз д’Обиньи | бас |
Тухтăр Гренвиль | бас |
Аннина, Виолеттан хĕр-тарçи | сопрано |
Юпа уйăхĕ, XIX ĕмĕр варри, Париж
Куртизанка Виолетта Валери хăйĕн чаплă килне хăнасене чĕннĕ. Ăна нумай пулмасть Парижа килнĕ çамрăк çынпа, Альфред Жермонпа паллаштараççĕ, вăл ăна туйма пĕлнипе, хăйĕн хальхи еркĕнĕнчен, барон Дуфольтан ытларах килĕшет. Жермон та пĕрре курсах Виолеттана юратса пăрахать. Вăл юратуна халалласа хĕрÿллĕ тост калать. Кĕтмен-çĕртен ÿсĕрме пуçланă Виолеттан пÿлĕмрен пăрахса тухма тивет, Альфред унăн хыççăнах пырать. Вăл хăйĕн чунне уçса парать, пурнăçне улăштарса хăйĕнпе кайма чĕнет. Виолетта ăна хăй юратма пĕлменнине калать (дуэт Un di, felice, eterea) вара каччăна асăнмаллăх камели чечекне парнелет, вăл шанса типсен, Альфредăн ăна тавăрмалла пулать. Хăнасем саланаççĕ. Альфред сăмахĕсем куртизанка чунне тивнĕ. Лăпланас тата тунсăхлă шухăшĕсене сирес шутпа вăл кĕвĕ итлет.
Кăрлач, Париж таврашĕнчи çурт
Виолетта Альфреда итлесе хупăрах пурнăçпа пурăнать, халĕ савнисем Париж таврашĕнчи çуртра пурăнаççĕ. Ăнсăртран Альфред хăйĕн савни унран вăрттăн хăйсен хальхи пурнăçне çитерме хăйĕн пурлăхне сутнине пĕлсе илет. Намăсланса вăл Парижа, кăштах та пулин укçа-тенкĕ тупса илес шутпа каять. Вăл килте çук чухне вĕсен патне Жорж Жермон, Альфредăн ашшĕ пырать, вăл шутланă тăрăх, куртизанка ывăлĕн ятне çех мар, пĕтĕм çемье ятне ярать: унăн пулас кĕрÿшши Альфред Виолеттана пăрахмасан çураçуне пăсса унăн хĕрне качча илменнипе юнаса хăратать. Альфред ашшĕ юратуллă çыхăнусене татма хистет. Виолетта хăй туберкулезпа чирленине тата кĕçех вилмеллине пĕлет, çавăнпа та Жермона-аслипе килĕшет. Вăл Альфреда сывпулашуллă çыру хăварса тухса каять. Таврăнсан Альфред çыру тупать, вăл Виолетта ăна укçашăн пăрахнă тесе шутлать. Çыруран вăл хĕр малтанхи пурнăçа таврăнма шутланине пĕлет. Жорж Жермон ывăлне киле чĕнет, анчах лешĕ килĕшмест. Кĕтмен-çĕртен вăл бала кайма Виолетта юлташĕнчен Флора Бервуаран йыхрав тупать. Альфред Парижа таврăнса улталанăшăн тавăрма шут тытать.
Флора керменĕнчи бал-маскарад
Виолетта барон Дуфольпе кĕрет, анчах та вăл хавассăр: вăл савнипе уйрăлнишăн кулянать. Хăнасен хушшинче Альфред та пур, паян унăн картла выляс ăнăçу пур. Вăл баронпа тавлашу шырать. Виолетта, çамрăкăн пурнăçĕшĕн шикленсе, Альфреда пăрахса кайма ыйтать. Вăл хĕрĕпе пĕрле çех кайма килĕшет; Виолетта килĕшмест, çилленсе вăл хăй Дуфоле юратнине пĕлтерет. Кĕвĕçÿллĕ Альфред пур хăнасене те пухса Виолеттана, выляса илнĕ укçине юратушăн тÿленĕ пек пичĕ çине пăрахса кÿрентерет. Виолетта тăнне çухатса урайне ÿкет. Альфредăн ашшĕ ывăлне уншăн ӳпкелет. Дуфоль тупăшуçине ырала тухма чĕнет. Виолетта Альфреда чăннине уçса парайманнипе хурланать.
Нарăс. Виолетта пӳлĕмĕ
Виолеттан чирĕ шала кĕрет, вăл тинех вырăнĕ çинчен те тăраймасть, вара Аннине ятлă тарçине мĕн пур укçине чухăнсене салатса пама хушать. Ăна аслă Жермон çырăвне параççĕ; вăл çырнă тăрăх, ырал вăхăтĕнче унăн ывăлĕ барона амантнă унăн вăхăтлăха чикĕ леш енне кайма тивнĕ, кĕçех вăл таврăнма кирлĕ — анчах та старик намăсне чăтаймасăр, Виолеттана Альфреда пăрахма хăй хистенине уçса парать. Уçă чÿрече витĕр Виолетта патне кĕвĕ сассипе халăх шавлани илтĕнсе çитет Парижра карнавал! Сасартăк Альфред таврăнса çитет, телейлĕ савнисем малашнехи пурнăç çинчен ĕмĕтленеççĕ, анчах та Виолетта хавшасах пырать. Альфред ăна юратнине калать, вăл ăна медальон парнелет, унпа Альфредăн пулас çураçнă хĕрĕн çÿремелле. ниçта кайса кĕрейми Альфред ăна хăйĕнпе юлма ыйтать , вăхăтлăха Виолетта хăйне вăй кĕнине туять, вара Альфред аллинчех вилсе каять.
Опера «Дама с камелиями» роман тăрăх çырнă май, тĕп пулу-иртÿ те чăн пулнинчен тăрать, опера паттăрĕсене те пурнăçран сăнарласа илнĕ. Виолеттана париж паллă куртизанки Мари Дюплессирен çырса илнĕ, вăл хитре çех мар, тата питех те ăслă хĕрарăм шутланнă. Дюплессине килĕштерекенсен хушшинче Александр Дюма-ывăл та пулнă. Дюплессипе уйрăлса кайнишĕн Дюма-ашшĕ шутланать. Парижа таврăнсан, Дюма-ывăл савнипе тĕл пулайман — вăл туберкулёзран 1847 çулта вилсе кайнă. Темиçе вăхăтран «Дама с камелиями» роман тухать. 1848 çулта романа театрта лартма çурса хатĕрленĕ, анчах тăватă çултан тин театрта лартма ирĕк панă, унччен ăна намăссăр тесе ятланă.
Оперăри паттăр | Романри паттăр | Прототип | |
---|---|---|---|
Виолетта Валери | Маргарита Готье | Мари Дюплесси | |
Альфред Жермон | Арман Дюваль | Александр Дюма-ывăл | |
Жорж Жермон | Жорж Дюваль | Александр Дюма-ашшĕ | |
Барон Дуфоль | Пуçтарăнчăк сăнар | ||
Флора Бервуа | мадам Дювернау | паллă мар |
Тĕрлĕ çулсенче Виолетта сăнарне тĕрлĕрен чаплă юрăçсем пурнăçланă. Вĕсен хушшинче — Личия Альбанезе, Елизавета Шумская, Рената Тебальди, Г. Диомидова, Мария Каллас, Тереза Стратас, Монсеррат Кабалье, Галина Вишневская, Беверли Силлз, Джоан Сазерленд, Рената Скотто, Кристина Галлардо-Домас, Анна Нетребко, Амалия Гогешвили, Диана Дамрау тата ыт. те.
«Травиата» — Франко Дзеффирелли фильм-опери, Итали, 1982 (1983) çул.
Вылякансем: Виолетта — Тереза Стратас, Альфред — Пласидо Доминго, Жермон — Корнелл МакНейл, Метрополитен Опера театрĕн хорĕпе оркестрĕ, дирижёр — Джеймс Левайн, ташă солисчĕсем: Екатерина Максимова тата Владимир Васильев.
опера Травиата Викиампарта? |
Джузеппе Верди оперисем |
||
---|---|---|
Оберто, граф ди Сан-Бонифачо (1839) • Король на час (1840) • Набукко (1842) • Ломбардцы в первом крестовом походе (1843) • Эрнани (1844) • Двое Фоскари (1844) • Жанна д’Арк (1845) • Альзира (1845) • Аттила (1846) • Макбет (1847) • Разбойники (1847) • Иерусалим (1847) • Корсар (1848) • Битва при Леньяно (1849) • Луиза Миллер (1849) • Стиффелио (1850) • Риголетто (1851) • Трубадур (1853) • Травиата (1853) • Сицилийская вечерня (1855) • Симон Бокканегра (1857) • Арольдо (1857) • Бал-маскарад (1859) • Сила судьбы (1862) • Дон Карлос (1867) • Аида (1871) • Отелло (1887) • Фальстаф (1893) |