Тро́ллинг (троллени) — эрешлĕ коммуникацинчи хăйсене пăлăртнă хутшăнакансен, çаплах анонимлă хутшăнакансен те пуçтахланма, каппайланма, эпатажшăн усă куракан социаллă провокаци ĕлки[1].
Кулленхи пурнăçран çак пулăмăн тĕп-тӳрĕ аналогине тупма çăмăл мар. Çывăх ăнлавсем — астарни, провокаци тата йĕкĕлтени — тĕрĕссипе ăстăнлă улталу, элек, хирĕçӳсемпе ятлаçусене хĕртни, ырă мар ĕçсене тума чĕнни[2].