Ту́ла пĕремĕкĕ — регионăн пичетленĕ пĕремĕкĕсен паллă тĕсĕ.
Яланхилле, тулă пĕремĕкĕ лаптак тăваткал е кĕлетке ĕлкиллĕ. Халĕ тăтăшах ăшне повидлă е тачăлатнă пылак сĕт хураççĕ.
Пĕремĕксене Тулăра XVII ĕмĕртенпе пĕçерни паллă. Пĕрремĕш хут çакăн пирки 1685 çулта кĕнекере кăтартнă.[1] Халĕ тулă пĕремĕкĕсене «Старая Тула» тата «Ясная поляна» комбиначĕсенче хатĕрлеççĕ, çаплах хăшпĕр пĕчĕк йĕркелӳсем те тăваççĕ.
Тулă пĕремĕкĕн музейне Тулăра 1996 çулта уçнă.[2]
«Сельхозпродукты» Тулă лавккин сутă-илӳ залĕнче чи чаплă вырăнта кантăк айĕнче 1000 тенкĕ хут укçи упранать, унпа 2009 çулхи кăрлачăн 11-мĕшĕнче Раççей президенчĕ Дмитрий Медведев хăйех çакăнта тулă пĕремĕкне туяннă[3].
Тулă пĕремĕкне çапла хатĕрлеççĕ:
![]() |
Тула пĕремĕкĕ Викиампарта? |
---|