Тулаш (выр. исключение, акăл. Exception) — йышăннă стандарт, йĕркев, норма, норматив, саккун, йăла, йĕрке, йăла-йĕрке айккинче тăрса çавсене пăхăнман, анчах вĕсемпе çыхăннă çав ушкăнрах тăракан элемент.
Тĕслĕх. лар-, пăр-, хыр- йышши глаголсенчен çĕнĕ форма тунă чухне [р] сасă сыхланса юлать. Анчах çак йĕркев тулашĕнче тăракан глаголсем те пур. Сăмахран, тăр-, анчах та тăчĕ. Ку глагол асăннă йĕркевĕн тулашĕ пулать.