Уроборос (ав.-грек. οὐροβόρος οὐρά «хӳре» сӑмахран + βορά «апат-ҫимӗҫ») — хӑйне хӑй хӳрине ҫыртакан ункӑна ҫавӑрӑнса выртнӑ ҫӗлен е калта. Этем пӗлекен чи авалхи символсенчен пӗри пулса тӑрать, ӑҫтан пулса тухни паллах мар — истори тапхӑрӑпе чӑн культурине пӗлме йывӑр.
Ку символ нумай пӗлтерӗшлӗ. Чи анлӑ сарӑлнӑ ӑнлантару вӑл — вӗҫӗ хӗррисӗр пурнӑҫ ҫавӑрӑнӑшӗ.