Адмирал Ушаков | |
выр. Адмирал Ушаков | |
Фильм постерĕ | |
Жанр | истори-биографи |
---|---|
Режиссёр | Михаил Ромм |
Сценари авторĕ |
Александр Штейн |
Тĕп рольсенче | Иван Переверзев, Сергей Бондарчук, Борис Ливанов |
Оператор | Александр Шеленков, Иоланда Чен |
Композитор | Арам Хачатурян |
Кинокомпани | Мосфильм |
Тăсăлу | 108 мин. |
Патшалăх |
![]() |
Çул | 1953 |
IMDb | ID 0045473 |
«Адмира́л Ушако́в» (выр. Адмирал Ушаков) — чаплă вырăс флотпуçĕ Фёдор Фёдорович Ушаков адмиралĕн (1744—1817) кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ пирки совет илемлĕ истори-биографи фильмĕ.
1953 çулта паллă режиссёр Михаил Ромм тĕп ролĕнче Иван Переверзев актёра çапса илнĕ кинодилогин пĕрремĕш пайĕ. Фильмра раççей флочĕ Хура тинĕсре тĕрекленни пирки каласа парать. Малалли — «Карапсем бастионсене штурмлаççĕ» фильм.
Фильма совет ТÇФ çарпуçлăхĕ хистенипе (Н. Г. Кузнецов) Ф. Ф. Ушакова адмирал раççей флочĕн кун-çулĕнче тарăн йĕр хăварнине кăтартма пуçарнă, мĕншĕн тесен флот ертӳлĕхĕн тĕп орденне Ушаков ятне çирĕплетнĕ хыççăн Совет Союзĕнче нумай ыйту хускатнă. Ӳнер ĕçĕсене Белгород-Днестровский карманра ирттернĕ.
Çак фильмра Владимир Этуш тата Готлиб Ронинсон (титрсенче кăтартман) актёрсем пĕрремĕш хут кинематографра палăрнă.
Михаил Роммăн фильмĕсем | |
---|---|