Уяр — (1944 çултанпа) Раççей хули, Красноярск Енĕн Уяр районĕн административлă тĕпĕ. Трансçĕпĕр магистралĕн чукун çул çыхăвĕ.
1760 çулта (урăх хыпарсемпе — 1734 çулта) никĕсленĕ.
Йышĕ — 12600 çын (2008), 1959 çултанпа (21600 çын) чакса пырать[1]. Территори лаптăкĕ — 52 км².
Хула Уярка (Енисейĕн бассейнĕ) çинче, Красноярскран 131 км тухăçалла вырнаçнă.