Факторион — хăйĕн цифрисен факториалĕн сумлăхĕпе тан пурлăхлă хисеп.
Факторионсен çӳлти чиккине палăртсан, çакăн пек хисепсен шучĕ 4 тан пулни курăнать.
Кирек епле n-паллăллă хисепĕ пĕчĕк мар. Анчах çак чухне унăн цифрисен факториалĕсен сумлăхĕ , ăçта пысăк мар. Пĕрремĕш хисепĕ иккĕмешĕнче хăвăртрах ӳснипе (пĕрремĕш n экспоненциллĕ пăхăнать, иккĕмĕшĕ — йĕрĕллĕ), вара . Çапла ĕнтĕ пур факторионсем те 7 цифрăран чылай мар тытăмран тăраççĕ. Тĕрĕсрех татса хурсан — вĕсем -рен кĕçĕн.
Çакăн евĕр шутласа калаçнисем пĕтĕмĕшлĕ факторионсен чылайăшне кăтартаççĕ (аяларах пăхса илĕр).
Çак икĕ палăрту мăн хисепсене çуратаççĕ. Вуннăллă шутлав йĕркинчи пĕрремĕш несĕлри факторионсем пĕтсе кайнисем (вырожденные) - 1 тата 2 (урăхла йĕркесенчи кăтартуллă тĕслĕхĕсем: [1] 2006 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ.) пулаççĕ, иккĕмĕш несĕлри темиçе факторион çеç тупăннă (хулăмлă çырнă цифрăсен ушкăнĕсем):
Икĕ несĕлĕшĕн те факторионсен шучĕ вĕçĕмли паллă мар.
Факторионсен таблици шутлав йĕркисенче, 16-лли таран:
Тĕпĕ | Цифрăсен чи пысăк шучĕ | Факторионсем |
---|---|---|
2 | 2 | 1, 10 |
3 | 2 | 1, 2 |
4 | 3 | 1, 2, 13 |
5 | 3 | 1, 2, 144 |
6 | 4 | 1, 2, 41, 42 |
7 | 5 | 1, 2 |
8 | 5 | 1, 2 |
9 | 6 | 1, 2, 62558 |
10 | 7 | 1, 2, 145, 40585 |
11 | 8 | 1, 2, 24, 44, 28453 |
12 | 8 | 1, 2 |
13 | 9 | 1, 2, 83790C5B |
14 | 10 | 1, 2, 8B0DD409C |
15 | 11 | 1, 2, 661, 662 |
16 | 11 | 1, 2, 260F3B66BF9 |
k-факторион — хăйсен цифрисен факториалĕсен сумлăхне k çине хутланă хисепĕ. Çавăн чухне яланхисем — 1-факторионсем. k-факторионсен пĕтĕм шучĕсем:
Хăйĕн «Keys to Infinity» кĕнекинче Клиффăрт Пиковĕр (Clifford A. Pickover) (1995) çак пĕтĕмлетӳсене сĕннĕ: