Фокстрот (акăл. foxtrot или fox trot) — развившийся в 1912 çулта АПШ-ра çуралнă ванстепăн çав териех темпераментлă мар, малтанлăха вăрах 4/4-тактлă темплă, ушкăнла çĕнĕ ташă. Ташă ячĕ foxtrot («тилĕ юртни») акăлчан сăмахĕнчен пулса тухнă. Тепĕр версипе, фокстрота Гарри Фокс Çĕнĕ Йоркри шоура хутшăнма шутласа кăларнă. Çапла пулин те, çак иккĕ верси те иккĕленӳллĕ, сăмахăн этимологине уçса памаççĕ. Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи хыççăн ташă Европăна çитет.
Германире, 20-мĕш çулсенче ташă кĕввине шăрантаракан оркестрсем джаз сĕмĕпе майĕпен çемĕне çивĕчлетсе пыраççĕ, минутра 32 пуçласа 50 çити такта хăпартаççĕ. Çакна пула квикстеп (quickstep, «хăвăрт утăм») ташă çуралать, ăна вара фокстротăн нимĕç варианчĕ теççĕ.
Англире, 1927 çулта хăйсен «Квиктайм Фокстрот тата Чарльстон» ятлă фокстротăн чарльстонран лаптак утăмсене илнĕ ташă çемми тĕвĕленет.
Вăраххăн, «тĕлĕрсе» ташламалли «слоуфокс» (акăл. slowfox) Çурçĕр Америкăра 1930-мĕш çулсен пуçламăшĕнче малта тăнă, каярахпа вăл 1936 çулта джиттербага (jitterbug) çул парать, тепĕртакран ĕнтĕ свингăн мусăк эри тапранать.