Хепри е Хепера (егип. Ḫpr(j) «скарабей») — Авалхи Египет халаплӑхӗнчи хӗвел туррин ирхи тӗсӗ, ӑна нӑрӑ-скарабей евӗрлӗ сӑнарланӑ.
Каяш нӑррисем хӑйсене епле тыткалани тӑрӑх скарабейсене асамлӑ вӑйсемпе танлаштарса пӗр шая лартнӑ, вӗсен пулӑшӑвӗпе Хӗвел тӳпе тӑрӑх ҫавра ҫулне тӑвать имӗш. Ирхине хӗвел тухнине пӗлтернӗ.