Херес

Пичкесенчи херес эрехĕ нӳхрепре.

Херес - ( исп.Jerez, анкăл Sherry ) - вăтам хаярлатнă испан шурă эрехĕ. Чăн хересе Херес тăрăхĕнче — Кăнтăр Испанири Андалузи провинцинче — тăваççĕ.

Иçĕм сорчĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Херес тăрăхĕнче 11 пин гектар çĕр çинче (2006 çул) иçĕм ӳсет. Херес эрехне тума ирĕк панă шурă иçĕм сорчĕсем: Паломино (90 %), Педро Хименес, Москатель (Мускат), Видуэньо, Перруно, Мантуо.

Иçĕм çырлине авăн уйăхĕнче пуçтарма тытăнаççĕ. Кун пирки алхас уявĕ иртет - "Фиеста-де-ла-Бендимия".


XIX ĕмĕрĕн вĕçĕнче филлоксера эпифитотийĕ умĕн хересе тумашкăн иçĕм çырлин нумай сортне янă; 1868 çулта çак йыша 42 сорта кĕртнĕ[1].

Анлăрах сарăлнă сортсем:

  1. Palomino bianco, пуринчен малтан пиçсе çитет те питĕ паха эрех парать;
  2. Mantuo икĕ тĕсĕ, вĕсенчен япăх мар эрех тăваççĕ, вĕсем хăйăрлă (акшар/пура айтăпри) тăпра çинче ӳсеççĕ;
  3. Mollar икĕ тĕсĕ, Albillo тата Perruno, вĕсенчен типĕ эрехсем, уйрăмах вĕсен букетне хаклаççĕ;
  4. Pedro-Ximenez, Moscatel тата Tintilla-de-Rota: кусенчен питĕ паха пылак эрехсене тăваççĕ.

Хальхи вăхăтра хересе иçĕмĕн виçĕ сортĕнчен кăна тăваççĕ: Palomino Fino (мĕнпур продукцин 95 %), Pedro Ximenez тата Moscatel Fino[2].

Херес тултарнă кĕленче тата бокал.

Эрехе тумашкăн пиçсе çитнĕ иçĕм çырли кирлĕ, çавăнпа та пайăн-пайăн, темиçе хутчен пуçтараççĕ. Хересĕн пылак сорчĕсене иçĕме таптаса çăрас умĕн ытларах чухне хулăмран тунă матсем çине хураççĕ те Хĕвел çинче икĕ эрне вырттараççĕ. Çакăн хыççăн иçĕме пăчăртаса илеççĕ.

Херес сорчĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Фино - ( fino ) - улăм-ылтăн тĕслĕ, 15-17 % хаярлăхпа пылаксăр эрехĕ. Миндаль, типĕ курăк, кăмпа шăршиллĕ.
  • Олоросо
  • Манзанилья - тĕттĕм-хăмăр тĕслĕ, кăштах тăварлă тутти.

Херес тăвакан пысăк компанисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Компани Никĕсленĕ, çул Хула
Gonzales Bayass SA 1783 Херес-де-ла-Фронтера
William & Humbert 1877 Херес-де-ла-Фронтера
Bodegas Osborn SA 1772 Санта-Мария
Antonio Barbadillo 1821 Санлукар-де-Баррамеда
Pedro Domecq 1730 Херес-де-ла-Фронтера
Garvey тата Valdivia 1780 Кадис
Croft Jerez Херес-де-ла-Фронтера
Grupo Estevez тата Valdespino Хеоес-де-ла-Фронтера

Хересрен тунă коктейлсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хересе аперитив коктейлĕсене тунă çĕрте ускураççĕ. Хутăштарса хатĕрленĕ ĕçмесене ытларах водкăпа, джинпе, вискипе пĕрле ĕçеççĕ. Кирлĕ чухне херес вырăнне шурă типĕ вермут та каять.

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Tom Stivenson Sherry Country // The Sotheby's Wine Encyclopedia. — 4-е. — 2005.
  2. ^ Karen MacNeil Jerez - The Sherry Region // The Wine Bible. — 2-e. — 2015.

*