Хоппасем — пирĕн пурнăçри хăшпĕр çынсене сăнарлама шутласа кăларнă сăмах. Вырăсла ăна "Хоппы" (нумайлă хисепре, пĕрреллĕ хисепре — хоппа)[1] теме пăхнă. Анчах та вырăс чĕлхинче хăйĕнче те кунашкал сăмах пур — гопники. Хоппасем тенине (сăмаха) пурнăçа кĕртес тесе Арсений Тарасов тележурналист[2][3] тата Виктор Петров артист, Валерий Иовлев режиссёр[4] хăйсен тÿпине хывнă.