Миккенăри (Греци) авалхи вăхăтсенчен юлнă «Арăслан хапхи»Zyklopenmauerwerk
Циклопла купалав — пысăк чул кĕмерккисене пĕр-пĕрин çумне вырнаçтарса мĕн те пулин туни. Хушăксене ним те яман, вĕт-шакăр чул çеç пулма пултарать. Çапла вара кунашкал конструкци хăйĕн йывăрăшĕпе тытăнса тăрать.
Хальхи вăхăтра кунашкал конструкцисем тумаççĕ, анчах тепĕр чухне çутçанталăк чулĕсене пĕр-пĕрин çумне растворпа çыпăçтарса купаланине циклопла купалав теççĕ.