Тĕс | карапа хирĕçле ракета |
Статус | хăтланура |
Ăслайçă | НПО Машиностроения |
Циркон (3M22) — УАП «ВПК „НПО машиностроения“» тăвакан, 3K22 «Циркон» комплексĕ шутне кĕрекен[1] перспективăри раççей гипер сасăллă карапа хирĕçле çунатлă ракета[2][3][4]. Вĕçеври хăвăртлăхĕ, Раççейĕн карапа хирĕçле ытти ракетисемпе, çаплах урăх çĕршывсен хĕçпăшалĕпе танлаштарсан çак ракетăн питĕ пысăк (8 Мах[5]. 2017 çулăн пуçламăшĕ тĕлне тĕнчере тӳпери гиперсасăллă тĕлсене персе антаракан хĕçпăшал çук[6]. Çак ракетăна П-700 «Гранит» карапа хирĕçле йывăр ракетăна улăштарма тăваççĕ. Циркон çаплах Раççейĕн çĕнĕрен тунă П-800 «Оникс», Калибр (3М54), Х-35 «Уран» КХР йышне кĕрет.
Пулаяс ТТХ:
Ракетăна тĕрĕсленĕ пирки пĕрремĕш хут 2016 çулхи пушăн 17-мĕшĕнче пĕлтернĕ[9]. Ун чухне ракетăна çĕр çинчи старт комплексĕ хăпартса янă пулнă — тинĕсрен хăпартса ямаллисем хатĕр пулман, пулас. 2017 çулхи нарăс уйăхĕнче тинĕс платформинчен тӳпене хăпартассине пĕлтернĕччĕ.[10] Çар чаçĕсем хĕçпăшала 2018 çулта кĕтеççĕ.
Инди валли тăвакан пĕрлехи раççей-инди «Brahmos» çунатлă ракетăсен çемьине аса илсе, Циркон, 2013 çулта иртнĕ AERO India куравра макетне пĕрремĕш ăстрăм кăтартнă BrahMos-II евĕр пулмалла.