Чĕрĕлле иртерекен сăнарлă вăйăсем, — сăнарлă вăйăсен тĕсĕ, вĕсенче вылякансем хăйсен сăнарĕсене вылянă чухне сăмахсемпе мар, хусканусем урлă кăтартаççĕ.
Чĕрĕлле иртерекен сăнарлă вăйăсем çакăн тĕслĕ пулаççĕ:
- Пӳлĕмре иртекен сăнарлă вăйăсем — сăнарлă вăйă менле те пулин пӳлĕмре иртет. Вăйăна хутшăнакансен хисепĕ 10-25 çын, вăйă тăршшĕ — 2-12 сехет.
- Уçлăхри сăнарлă вăйăсем — сăнарлă вăйă ятарласа суйласа илнĕ вырăнта иртет. Вăйă лаптăкĕ самай пысăк, хутшăнакансен хисепĕ темиçе пине çитме пултарать, вăйă вăхăчĕ — çур талăрран пуçласа тăватă талăк таран.
- Хулари сăнарлă вăйăсем — ку вăйăсем хулара иртеççĕ, хальхи пурнăçра иртернĕ май ку унăн чи пысăк уйрăмлăхĕ шутланать. Хутшăнакансен хисепĕ 10-50 çын.
- Балсем — сăнарлă вăйăсен пĕрлешĕвĕсем иртерекен балсене те кунта кĕртмелле. Вăл балсен тĕллевĕ — иртнĕ вăхăтри саманта вăхăтлăха куçасси, авалхи ташăсенче хăвна кăтартасси. Ташăсем пуçсăр унта авалхи вăхăтри пек калаçусем, вăйăсем иртеççĕ.