Шаланкă (аййыш)

Шаланкă[1] (лат. Buteoninae) — Хурчка йышшисем ямахатри çăткăн вĕçенкайăксен айямахачĕ.

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Шаланкă пăхăр.
Шаланкă
Шаланкă ареалĕ
Шаланкă вĕçет, Девон, Англи
Buteo buteo

Шаланкă (лат. Buteo buteo) - куракран пысăкрах кайăк. Вăрманта йăва çавăрать, уй-хирте апат шырать. 60-70 метр çӳлте вĕçет. Çăмартисем (2-3) симĕсрех шурă тĕслĕ, хăмăр пăнчăсемпе витĕннĕ. Пусра чухне аçи ами валли апат йăтать, мăшăрĕ çинĕ чух кĕске вăхăта ун вырăнне ларать. Кайран апата чĕпписене килсе пăрахса параççĕ, лешсем пĕр-пĕринпе çапăçса çиеççĕ: чи вăйли кăна юлать, ыттисем вилеççĕ. Акара килет, авăнра вĕçсе каять. Шаланкă пирĕн тăрăхра анлă сарăлнă, шăшисем ытларах ĕрченĕ çулсенче вĕсен йышĕ палăрмаллах ӳсет.

  1. ^ Шаблон:Книга:Пятиязычный словарь названий животных. Птицы