![]() |
---|
![]() |
Авалхи Иран
|
|
Вăтам ĕмĕрсем
|
Паянкун
|
Портал: Иран |
Шахинша́х е шаханша́х («Шаханшах» вариант оригинала çывăхрах, çапах та сайра, ятарлă литературăра кăна, ускураççĕ. Пĕрлехи сăмахсарсенче «шахиншах» çыраççĕ; (ав.-перс. 𐎧𐏁𐎠𐎹𐎰𐎡𐎹 𐏐 𐎧𐏁𐎠𐎹𐎰𐎡𐎹𐎴𐎠𐎶 xšāyaθiya xšāyaθiyānām, пехл. šāhān šāh, перс. شاهنشاه [shāhanshāh] — «патшасен патши») — авалхи перс (миди кăкĕнчен тухнăскер, ăна Ахеменидсем йышăннă), каярах иран монархĕсен титулĕ, Европăра ăна император титулĕ тан пулать. Титула асăнни — Унăн Император Аслăлăхĕ.
Титула пĕрремĕш Иранăн Сасанид тытăмçисем хăйсем çине илнĕ, çапах та унпа Ахеменидсен «xšāyaθiya xšāyaθiyānām» династинче те усӑ курнă, çавăнпа ĕнтĕ Иранра ахеменид патшине II Кир Аслине пĕрремĕш шаханшах тесе асăнаççĕ. Ахеменид тата Сасанид династинсенче кăна мар, "патшасен патши" титула, п. эрч. II ĕмĕртен пуçласа, Пархи тытăмçисем — Аршакид династин элчисем — тивĕçнĕ[1].
Пурĕпе, титулпа, тăхтавсемпе пĕрле, 2500 çул тапхăрта ускурнă. Иранăн юлашки шаханшахĕ Мохаммед Реза Пехлеви пулнă, ăна 1979 çулта ислам революцийĕ вăхăтĕнче астулран антарнă. Унăн ывăлне — Реза Пехлевине — иран монархисчĕсем саккуннăн шаханшах тесе йышăнаççĕ.
Чăваш литературинче шахиншах титула авалхи Персие асăннă чухне яланах «патшасен патши» тесе çыраççĕ, хальхи Иран пирки апла пулмасть.
Çакăн пекех Basileos Basileon грек титулне Ираклий висанти императорĕ Сасанидсене çĕнтерсен хăй сине илнĕ.
Династи | Патшалăх | Тытăмри çулсем |
---|---|---|
Аршакидсем | Аряншахр | п. эрч. 170 ĕмĕр — п. э. 226 ĕмĕр |
![]() |
![]() |
п. эрч. 88 çул — п. э. 1 çул |
![]() |
![]() |
226—651 |
![]() |
![]() |
921—1045 |
![]() |
![]() |
1124—1490 |
Бувайхидсем | Ирак тата Иран | 932—1062 |
Хулагуидсем | Хулагуидсен патшалăхĕ | |
Бахарлăсем | Кара-Коюнлу | |
Баяндурсем | Ак-Коюнлу | |
![]() |
Сефевидсен патшалăхĕ | 1501—1794 |
![]() |
![]() |
1526—1858 |
Афшаридсем | ![]() |
1736—1795 |
Зендсем | ![]() |
1782—1794 |
![]() |
![]() |
1796—1925[4] |
![]() |
![]() |
1925—1979 |
Çывăх Тухăçри халăхсен титулĕсем |
|
---|---|
Монархисем | |
Çулпуçсем | |
Сановниксем |