Шинель — патшалăх хĕсметĕнчи çынсен тумтирĕн элеменчĕ, çурăм çинче хутланчăклă тата хлястикпе пусарса тытакан формăллă пальто. Çакăн пек формăллă тумтире XVIII ĕмĕртенпе тăхăнаççĕ. Унчен çакăн евĕр çĕленĕ тумтире кафтан тенĕ.