Ыт-тĕкел ( е ыт-тĕкеллĕх) — физикăлла капăн пĕр-пĕр дискретлă трансформацисем вăхăтĕнче хăйĕн плюслăх-минуслăхне сыхлаяс (е хирĕçле паллăллă пулаяс) палăрăмĕ. Ку япала +1 е −1 хисепсемпе палăрăнать.
кунта
Ыт-тĕкеллĕх уйрăмах квантла физикăра пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен хум функцийĕн палăрăмĕ çавнашкал. Хум функцийĕ пĕрче (атома, нуклонсара) палăртать те, çавăнпа ун енĕсем пĕрче хăйне те пырса тивеççĕ.
Плюслă ыт-тĕкеллĕхлĕ капсене ытă (ыт) капсем теççĕ, минуслисене — тĕкел. Кап ыт е тĕкел пуласси унăн математикăлла енĕсенчен килет; тĕрĕсрех: çак физикăлла капа кăтартакан математикăлла объектăн инверсиленекен параметр тĕлĕшĕнчи трансформацилле енĕсенчен. Капсен палăртнă трансформацисем тĕлĕшĕнчен ыт-тĕкеллĕх тавраш пулмасса та пултарать.
Ыт-тĕкеллĕх мультипликативлă кап: темиçе хускалми пайран тăракан тытăмăн ыт-тĕкеллĕхĕ хайхи пайсен ыт-тĕкеллĕхĕсен хутланăвĕпе тан.
![]() |
Ку физикăпа вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |