Элтеш — пĕр-пĕр патшалăхăн халăхĕн тĕпленсе пурнакан йышĕн пайташĕ, çавна кура унăн хÿтлĕхĕпе усă куракан, унпа пĕрлех çакăнпа çыхăннă политикăлла тата ытти тивĕç-ирĕксемлĕ çын[1]
Ку сăмах Интернетра, Анатолий Миронов (Мирон Толи) ячĕпе çыхăннă сайтра, пур[2]. Сăмахĕ «çĕнĕ сăмахсем» текен йышра тăрать пулин те, чăннипе унта çĕнĕ сăмахсем çукпа пĕрех. Çавсенчен пĕри — элтеш.
Каярахпа ку сăмаха Блинов Александр Васильевич «Терминсем» сайта кăларнă[3].