Эссейçĕ

Эссе́йçĕ е Эссеи́стэссе авторĕ; харпăр пурнăçĕ пирки кĕтмен çĕртен çуралнă шухăшпа каласа паракан, вулавçăпа хăйĕнпе калаçнă пек хайланă литература жанрĕ[1].

Акăлчанла «эссейçĕ» (акăл. essayist) термина пĕрремĕш акăлчан поэчĕ тата драматургĕ Бен Джонсон 1609 çулта асăннă.

Анăç Европăри эссейçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

XIX ĕмĕрте литературăн çак жанрĕнче Т. Карлейль, В. Хэзлитт, М. Арнолд, Оскар Уайльд, Р. У. Эмерсон, Г. Д. Торо, Артур Шопенгауэр, Фридрих Вильгельм Ницше тата чылай ăста тăрăшнă.

XX ĕмĕрти паллă эссейçĕсем: Б. Шоу, Г. Уэллс, Г. К. Честертон, Дж. Оруэлл, Т. Манн, Р. Роллан, А. Моруа, Ж. П. Сартр, Ч. Милош, Умберто Эко.

Раççейри эссейçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вырăс литературинче пĕрремĕш эссейçи А. Н. Радищев («Путешествие из Петербурга в Москву») пулнă теме пулать. Эссейçĕсем шутне В. Г. Белинские («Письмо к Гоголю»), А. И. Герцена («С того берега»), Ф. М. Достоевские («Дневник писателя») кĕртме юрать. XX ĕмĕрĕн пуçламĕшĕнче эссе жанрĕнче В. И. Иванов, Д. С. Мережковский, Андрей Белый, Иван Бунин, Осип Мандельштам, Лев Шестов, В. В. Розанов, Владимир Набоков («Эссе о драматургии»), каярахпа — Илья Эренбург, Юрий Олеша, Виктор Шкловский, Константин Паустовский, Иосиф Бродский, Лидия Гинзбург ĕçленĕ. Çаплах, М.Бахтин, Ю.Лотман паллă эссейçĕсем пулаççĕ.


Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег <ref>; для сносок :0 не указан текст