Эфир (çутă куçаракан эфир, ав.гр. αἰθήρ, сывлăшăн çӳлти сийĕ; лат. aether) — гипотетикăлла пур çĕре те кĕрекен хутлăх[1], унăн хумханăвĕсем электромагнит хумĕсем евĕр (çав шутра курăнакан çутă пек). Çутă куçаракан эфир концепцине пĕрремĕш ăстрăм XVII ĕмĕрте Рене Декарт кĕртнĕ[2], ăна вара тĕплĕн XIX ĕмĕрте хумсен оптики теоринче тата Максвеллăн электромагнит теоринче ăнлантарса панă.