Юлиан Венгрисем

Юлиан Венгрисем
Юлиан тата Герард. Антал Карой||Károly Antal скульптор ĕçĕ. Будапешт
Çуралнă вăхăт XIII ĕмĕр
Çуралнă вырăн Венгри
Вилнĕ вăхăт 1237-мĕш çултан маларах мар
Гражданлăх Венгри короллĕхĕ
Пăхăнулăх Венгри короллĕхĕ
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар

Юлиан (лат. Iulianus Hungarus OP[1], венг. Julianus barát) — Венгри манахĕ-доминикçи, 1230-мĕш çулсенче венгрсен кăк атилĕхне, Аслă Венгрие (Magna Hungaria), шыраса икĕ çулçÿревре пулнăскер. Ласло Бендефи калашле, ăна «Хĕвелтухăç Колумбĕ» теççĕ.

Ун чухне Юлиан Атăлçи Пăлхара та çитсе курнă, асăннă çĕршыв пирки питĕ хаклă кÿнтеленĕшсем хăварнă.

Юлианăн çырулла еткерлĕхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. Relatio fratris Ricardi («Рикардус тăванăн пĕлтеревĕ»), Юлиан каланисене тĕпе хурса Рихард (Richardus) манах-доминикçĕ тунă çыруллă пĕлтерев,
  2. Epistula de vita Tartarorum («Тутарсен пурнăçĕ çинчен çыру»), Юлиан хăй тунă çыруллă пĕлтерев, кунта Tartarorum тени Хĕвелтухăç Европăри мĕнпур çĕршывсене пĕлтерет темелле.

Атăлçи Пăлхар пирки Юлианăн чи кăсăклă хыпарĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Рихард тăванăн пĕрремĕш номĕрпе кăтартнă çыравĕнче латтынь чĕлхипе çапла каланă[2].

Est vero magna Bulgaria regnum magnum et potens opulentas habent civitates; set omnes sunt pagani

Вырăсла ăна ак çапла куçарнă

Великая Булгария — большое и могущественное царство с богатыми городами, но все там — язычники

Чăвашла та куçарма пулать.

Аслă Пăлхар — пуян хуласемлĕ пысăк та хăватлă ĕмпÿлĕх, анчах та унта пурте ыр-хаярçăсем

Малалла унта пăлхарсем христианлăх патне туртăнни тата Римри паппă хÿттине кĕме хатĕерленни пирки сăмах пырать. Паллах, кунашкал япаласене Рихард тăван пĕлтеревсене йышăнакансене, вăл шутра паппăна хăйне те, юрас шутпа çырса хума пултарнă.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Liste lateinischer Autoren und anonymer Werke des 13. Jahrhunderts (ca. 1170-1320) (ним.). — Monumenta Germaniae Historica. çăлкуçран архивланă 20 Пуш уйӑхӗн 2006. Тĕрĕсленĕ 11 Кӑрлач уйӑхӗн 2009.
  2. ^ Ц. ДЕ БРИДИА ИСТОРИЯ ТАРТАР HYSTORIA TARTARORUM Часть третья ИССЛЕДОВАНИЯ И МАТЕРИАЛЫ 51. «СПИСОК ПОКОРЕННЫХ НАРОДОВ» (НТ, § 34) // Христианский мир и "Великая Монгольская империя". Материалы францисканской миссии 1245 года. М. Евразия. 2002

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]