Ӳнер историйĕ — ÿнере пĕлнин пайĕ, ÿнер çуралса аталаннине аваллăхран пирĕн кунсем çити тĕпчесе пĕлни. Ӳнер историйĕн пĕрремĕш хайлавĕ Джорджо Вазари çырнă — «Чи паллă та чаплă сăрă, кÿлепе тата çурт-йĕр ÿнерçисен пурнăçĕсем çинсен каласа пани» Чĕрĕлÿ тапхăрĕнче, 1550 çулта çутă курнă.
Ун хыççăн «Ӳнерçĕсем çинчен кĕнеке» Карел ван Мандер тата «Нимĕç академийĕ» Иоахим Зандрарт çырнă ĕçсем пулса тăнă. Çутĕç тăпхăрĕнче Винкельман ÿнерçĕсен пурнăçне ытла та нумай тĕпченине тиркесе, ÿнер историйĕ тĕрлĕ тапхăрсенче епле аталаннинĕнĕсене тĕпчес ĕçре пĕрлетсе, пĕлтерĕшлĕ çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ.
Ӳнер историйĕн хăшпĕр тĕпчевĕсем (тĕслĕхрен, Джон Рёскин ĕçĕсем) хăй тĕллĕн пултаруллă литература хайлавĕсем пулса тăраççĕ.