Герман Воук | |
Herman Wouk | |
Çуралнă вырăн: | Нью-Йорк, АПШ |
---|---|
Ĕçлев тĕсĕ: | çыравçă |
Жанр: | роман |
Дебют: | 1941 — 2016 |
Парнесем: | Пулитцер парни |
Герман Воук (акăл. Herman Wouk; 1915, çу, 27) — американ çыравçи, Пулитцер парнин лауреачĕ[1].
Нью-Йоркра Раççей империнчен куçса килнĕ еврей çемьинче çуралнă. Колумби университетĕнче пĕлӳ илнĕ, каярах философие харпăр çынсем патĕнче вĕреннĕ, радиоертӳçи пулса ĕçленĕ. 1942 çултанпа АПШ ТÇВ хĕсметĕнче тăнă, Иккĕмĕш Тĕнче вăрçинче Лăпкă океан вăрçă театрĕнче çапăçнă. Пĕрремĕш романĕ 1947 çулта пичетленсе тухнă.
Чи паллă романĕсем: The Caine Mutiny (1951, Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи тапхăрĕнче çар карапĕ çинчи ĕçсем пирки; уншăн вăл Пулитцер премине тивĕçнĕ), The Winds of War тата War and Remembrance (1971 тата 1978; Холокост çинчен)[2].