Евгений Евстигнеев | |
Çуралнă чухнехи ят: | Евгений Александрович Евстигнеев |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1926, юпа, 9 |
Çуралнă вырăн: | Чулхула |
Вилнĕ вăхăт: | 1992 пуш, 4 |
Вилнĕ вырăн: | Лондон |
Професси: | сове/раççей театр/кино актёрĕ |
Карьера: | 1951—1992 |
Евгений Александрович Евстигнеев (9.10.1926, Чулхула, ССРП — 4.3.1992, Лондон, Аслă Британи) — совет кино актёрĕ. ССРП халăх артисчĕ (1983)[1], .
1926 çулхи юпан 9-мĕшĕнче Чулхулара çуралнă. Ачалăхĕ хула айккинче — ăна Володарский паçулăкĕнче — иртнĕ[2]. Ашшĕ амăшĕнчен 20 çул аслăрах пулнă. Иккĕшĕ те савутра ĕçленĕ: Александр Николаевич — металлург, Мария Ивановна — фрезеровщица. Евгений Евстигнеев ултă çул тултарсан, ашшĕ вилет, амăшĕ тепре качча каять, усрав ашшĕ Евгений вунçиччĕре чухне çĕре кĕрет.
Вăрçăччен çичĕ класс вĕренсе тухнă та 1941 çулта электромонтёр пулса ĕçлеме тытăннă. Дизель тăвакансен техникумĕнче пĕр çул пĕлӳ илнĕ хыççăн, усрав ашшĕ вилсен, тăватă çул «Хĕрлĕ Этна» слесарь вырăнĕнче тăрăшнă, пултарулăх кĕтесне çӳренĕ, джаз вылянă. Мусăка питĕ кăмăлланă, темиçе инструмент — гитара, рояль — çинче вылянă.
Евстигнеевăн чĕри хавшакрах пулнă. Пĕрремĕш хут ăна инфаркт 1980 çулта çапнă. 1986 çулта — иккĕмĕш арăмĕ вилсен иккĕмĕш инфаркт[3].
Улатимĕр облаçĕн Луначарский ячĕллĕ драма театрĕ
|
|
|style="width:50%; "|
|}