Куçакан ӳнер куравĕсен юлташлăхĕ | |
Куçакансем | |
Пайташлăх: | Юлташлăха пĕрлехи пухура баллотировкăпа суйласа илнĕ |
---|---|
Йĕркеленӳ тĕсĕ: | Ӳкерçĕсен пултарулăх пĕрлешĕнĕвĕ |
Куçакан ӳнер куравĕсен юлташлăхĕ (кĕск. КӲКЮ), куçакансем — XIX ĕмĕрĕн юлашки виççĕмешĕнче çуралнă та 1923 çулчен ĕçленĕ раççей ӳкерçисен пĕрлĕшĕнĕвĕ .
Эстетика енчен Юлташлăха хутшăнакансем, е куçакансем, 1890-мĕш çулсемчен хăйсене академистсене хирĕç тăракансем тесе палăртнă. Халăхшăнлăх идейипе хавхаланатпăр, тенĕ[1]. Куçса çӳрекен куравсене йĕркелесе, куçакансем çутĕç ĕçне хастаррăн туса пынă, хăйсен хайлавĕсене сутса укçа тунă; Экономика енчен юлташлăх ĕç-хĕлне кооператив никĕсĕпе юртнă.
1860-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Раççей империйĕ Александр II Аслă реформисен эпохине кĕнĕ. Хресчен реформипе крепăç тивĕç-ирĕкне пăрахăçланă, Çĕр тата Тӳре (Суд) реформисене, Хулари хăйтытăмлăх реформине, Вăрçă реформине тунă. Патшалăх тата пĕрлĕх пурнăçĕн мĕнпур сферине модернизацилеме тытăннă; Крым вăрçинче хĕн-хур тӳснĕ хыççăн çĕнĕ Раççей çĕкленме пуçланнă.
Тĕрлĕ вăхăтра куçакансен йышне кĕнĕскерсем: