Теодор Курентзис | ||||
![]() | ||||
Тĕп хыпар | ||||
---|---|---|---|---|
Çуралнă чухнехи ят | грек Θεόδωρος Κουρεντζής | |||
Çуралнă вăхăт | 1972, нарăс, 24 | |||
Çуралнă вырăн | Афины, Греци | |||
Патшалăх |
![]() | |||
Профессисем | Греци/Раççей дирижёрĕ, актерĕ, поэчĕ | |||
Инструментсем | фортепиано, сĕрме купăс | |||
Жанрсем | классикăллă мусăк | |||
Ушкăнсем |
musicAeterna Çĕн Çĕпĕрти оперăпа балет театрĕ Перĕмри П. И. Чайковский ячĕллĕ оперăпа балет театрĕ Германири Кăңтăр-Анăç радиовĕн симфони оркестрĕ | |||
Парнесем |
|
Теодо́р Куре́нтзис (грек Θεόδωρος Κουρεντζής — Тео́дорос Курентзи́с; (24.2.1972, Афины, Греци çур.) — грек тата раççей дирижёрĕ, мусăкçи, актёрĕ, сăвăçи.
Афинăра, мусăкçăсен килйышĕнче çуралнă. Амăшĕ — пианистка, Вангелино пиччĕшĕ — композитор/пианист. Тăватă çултанпа фортепиано çинче, сакăр çултанпа вара[1] — сĕрме купăс çинче выляма хăнăхнă. Камерлă мусăка тата дирижир ĕçне Георгий Хаджиникос профессор, вокал ăсталăхне Дион Аривас тата Костас Паскалиас патĕнче вĕреннĕ[2]. 1990 çулта основал Афинăра камерлă оркестр йĕркелет[3].
1994 çулта Петербургри консерваторинче ĕçлекен Илья Мусин дирижёр патне, Санкт-Петербурга куçса килнĕ[4].
2004—2010 çулсенче — Çĕн Çĕпĕрти оперăпа балет театрĕн тĕп дирижёрĕ, унтах вăл musicAeterna оркестрпа хора йĕркеленĕ. 2011—2019 çулсенче Перĕмри оперăпа балет театрĕн пултарулăх ертӳçи пулнă, унта вăл musicAeterna пĕрле илсе кайнă. Çак театрăн программа директорĕ Дмитрий Ренанский каланипе, Курентзис Перĕмри культура революцийĕ вăхăтĕнче кунта тăрăшнипе Перĕм Раççейри виççĕмĕш мусăк шĕкĕр хули статусне тивĕçет[5][6]. 2019 çулта musicAeterna ирĕклĕхе çитерет те Санкт-Петербурга илсе кайса, Радио килĕнче вырнаçтарать[7].
2018 çулта византи мусăкне ытларах шăрантаракан musicAeterna byzantina хора йĕркелет[8].
«Мускав виртуозĕсем», БСО, РНО, ПАСО, «Çĕнĕ Раççей» коллективсемпе пĕрле ĕçленĕ. Санкт-Петербургри филармони оркестрĕпе, Санкт-Петербургри симфони оркестрĕпе, Мариинка театрĕн оркестрĕпе концерт программисене хутшăннă. Европăри Берлинри филармони оркестрĕпе, Венăри симфони оркестрĕпе, Венăри филармони оркестрĕпе, Фрайбургри барокко оркестрĕпе, Зальцбургри камерлă оркестрĕпе, Малер камерлă оркестрĕпе пĕрле ĕçлет.
Пĕрмаях тĕнчери фестивальсене — Зальцбург фестивалĕ[9] (Австри), Люцерна фестивалĕ (Швейцари), RUHRtriennale (Германи), Экс-ан-Прованс опера фестивалĕ (Франци), Klara Festival (Бельги) хутшăнать.
Тĕнчери «Территори» хальхи ӳнер шкул-фестивальне юлташĕсемпе пĕрле 2006 çулта йĕркелесе янă. 2012 çултанпа — Тĕнчери Дягилев фестивалĕң пултарулăх ертӳçи, фестивале Сергей Дягилев импрессарио ачалăхĕпе çыхăннă Перĕм хулинче ирттереççĕ[10].
2014 çулта мусăк индустрин «мăн виçлекĕнчи» пĕр лайблĕпе — Sony Classical[en] — эксклюзивлă контракт çырнă[11]. 2024 çулта Outhere Music[en] пĕрле хăйĕн харпăр Theta лайблне туса хунă.
2014 çулта Раççей гражданлăхне йышăннă[12].
2022 çулта тĕнчери Utopia Orchestra оркестр йĕркеленĕ, унта 28 çĕршыв солисчĕсем тата концертмейстерĕсем ĕçлеççĕ[13].
Тухнă вăхăт | Формат | Хайлани | Лейбл | Чыславсем |
---|---|---|---|---|
2008 | CD | Генри Пёрселл: опера «Дидона таат Эней» | Alpha Records | |
2011 | CD | Дмитрий Шостакович: Симфония № 14, Op. 135 | Alpha Records | |
2011 | CD, LP | Вольфганг Амадей Моцарт: Requiem | Alpha Records | |
2012 | CD | Дмитрий Шостакович: Фортепианные концерты. Соната для скрипки и фортепиано, Оp. 134 |
Harmonia Mundi[en] | |
2014 | CD, LP | Вольфганг Амадей Моцарт: Le nozze di Figaro | Sony Classical Records[en] | Шаблон:Нп3 |
2014 | CD, LP | Вольфганг Амадей Моцарт: Cosi fan tutte | Sony Classical | |
2014 | CD | Жан Филипп Рамо: The Sound of Light | Sony Classical | |
2015 | DVD, Blu-Ray | Генри Пёрселл: опера «Королева индейцев» | Sony Classical | ECHO Klassik award |
2015 | CD | Игорь Стравинский: «Весна священная» | Sony Classical | ECHO Klassik award |
2016 | CD | Петр Чайковский: Концерт для скрипки с оркестром Игорь Стравинский: «Свадебка» |
Sony Classical | |
2016 | CD, LP | Вольфганг Амадей Моцарт: Don Giovanni | Sony Classical | ECHO Klassik award Шаблон:Нп3 Japanese Record Academy Award BBC Music Magazine’s Opera Award |
2017 | CD, LP | Петр Чайковский: Симфония № 6 «Патетическая» | Sony Classical | Edison Klassiek Award Japanese Record Academy Award |
2018 | CD, LP | Густав Малер: Симфония № 6 | Sony Classical | Edison Klassiek Award Japanese Record Academy Award |
2020 | CD, LP | Людвиг ван Бетховен: Симфония № 5 | Sony Classical | |
2020 | digital | Джузеппе Верди: «Травиата». Фрагменты: прелюдия к третьему акту, ария «Addio del passato bei sogni ridenti» | Sony Classical |