Тражукова Инна Вячеславовна — чăвашран тухнă Раççей спортсменки, хĕрарамсен хушшинче ирĕклĕн кĕрешессипе палăрнă. 1990 çулхи авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чĕмпĕр облаçĕн Чăнлă районĕнчи Ирçел ялĕнче çуралнă.
Спорт патне туртаканни ашшĕ пулнă[1]. Ашшĕ тăрăшнипех 2006-мĕш çулта, 16-ра чухне, Мускаври Олимп резервĕсен шкулне пырса лекнĕ.
2016-мĕш çулта Рио-де-Жанейро хулинчи Олимп вăййисене хутшăннă.