Амбрози вулавăшĕ, (итал. Biblioteca Ambrosiana) — Миланри Федерико Борромео кардинал тата епископ йĕркеленĕ вулавăш. Таса Медиолан Амвроси чиркĕвĕн ашшĕн, Милан епископĕн тата хӳтĕлевçин ятне панă.
Çурт-йĕре тума 1603 çулта пуçланă, вулавăша халăх валли 1609 çулхи раштав, 8 (Оксфордра 1602 çулта уçăлнă Бодли вулавăшĕ хыççăн, ку Европăри иккĕмĕш халăх вулавăшĕ) уçнă. Вулавăш шутне типографи кĕрет, кунтах классика чĕлхисен шкулĕ ĕçлет. Унсăр пуçне, вулавăша Федерико Борромео йĕркеленĕ Академи тата Пинакотека кĕнĕ.
Иккĕмĕш Тĕнче вăрçинче вулавăш çуртне çĕмĕрнĕ, 1952 çулта юсаса çĕнетнĕ, тепĕр реставраци ĕçĕсене 1990—1997 çç. ирттернĕ
Вулавăшра Леонардо да Винчин 12 ал çырăвĕ, XIV—XIX ĕмĕрсенчи европа сăрăçисен 12 пин ĕçĕ, «Илиадăн» (Ilia Picta, V ĕм.) иллюминиллĕ кăларăмĕ, Вергилий Симоне Мартини капăрлатăвĕсемпе тата Петраркă маргиналĕсем, тата культурăн нумай хаклă япали упранать.
Амбрози вулавăшĕ Викиампарта? |