Андрон культури — пирĕн эрăчченхи 2300 — 1000 çулсенче Хĕвеланăç Çĕпĕрпе Вăтам Азин хĕвеланăç çĕрĕсенче аталаннă бронза ĕмĕрĕнчи çывăх археологи культурисен пĕрлехи палăртăвĕ.
Ячĕ Ачинск хули çумĕнчи Андрон ялĕнчен ( ) тухать, кунта 1914 çулта вилтăпрасене пĕрремĕш тупнă.
Андрон культурине вырăс археологĕ С. А. Теплоухов 1927 çулта уйăрнă. Тĕпчев ĕçсене археологом К. В. Сальников та ирттернĕ, вăл 1948 çулта андрон культурин палăкĕсен пĕрремĕш квалификацилет. Унăн палăртăвĕнче виçĕ тапхăр: фёдоров, алакуль тата замараев тапхăрĕсем.
Халĕ андрон культуринче 4 тăван культура тесе шутлаççĕ:
Андрон этеплĕхĕ анăçра Урала тата Атăла таран çитнĕ, кунта вăл пураллă этеплĕхпе хутшăннă. Хĕвелтухăçра андрон этеплĕхĕ Минусин котловини патнех çитиех саралнă, малтанхи Афанасьев этеплĕхĕн хăш çĕрĕсене те хăй йышне илнĕ. Кăнтăрта уйрăм палăксене Копетдаг ту йĕрĕсенче (Туркменистан), Памирта (Таджикистан) тата Тянь-Шань (Кăркăстан) тупнă – кунта дравид чĕлхиллĕ йăхсем пурăннă[1]. Çурçĕр енче тайгапа вĕçленнĕ. Атăл таврашĕнче те пуралла этеплĕх сĕмĕ чылаях сисĕнет. Волгоград патĕнче Фёдорово евĕр керамика шыраса тупнă.
Çурма çĕр тата çĕр çинчи пура пӳртсенче пурăннă. Хăш пурăну вырăнĕсене (тĕслĕх, Петровкăпа Боголюбово çумĕнче) хăпартнă тăпраллă тата канавлă хӳтлĕхпе çавракаланă. Вала йывăçпа шалчаланă. Канав урлă шала кĕме вырăнсем хаварнă, вал çинче хапха туса лартнă.
Вилесене çĕр шăтăкĕсене пытарнă, çиелтен чулпа витнĕ, хăш чух чул плиттисемпе йĕри-тавра çавăрнă. Йывăçпа усă курни те тĕл пулать.
Андрон этеплĕхне, яланхи пекех, малтанхи индоирансемпе çыхăнтараççĕ
Синташта-Петровка этеплĕхне Фёдорово этеплĕхĕ (1400—1200 çулсем) тата Алексеевка этеплĕхĕ (пирĕн эрăччен 1200—1000 çулсем) улăштарать, вĕсем андроннин шутне кĕреççĕ.
Кăнтăр Çĕпĕрпе Казахстанра андрон этеплĕхĕ хыççăн карасук этеплĕхĕ (пирĕн эрăччен 1500—800 çулсем) вырăн йышăнать. Анăç чикĕре андрон этеплĕхне пура этеплĕхĕ улăштарать, ун çине апаш этеплĕхĕ сĕм ярать.
Çак çĕрсенче историре киммерисемпе саксем/скифсем пурăннине ассири хроникисенче çырнă. Пирĕн эрăччен 9 ĕмĕрте çак йăхсем хальхи Украинăн çĕрне куçма тытăнаççĕ (çавăн пекех Чуллă хĕрарăм статьяна вулăр), пирĕн эрăччен 8 ĕмĕр вĕçĕнче Кавказ урлă каçса Анатолипе Ассирие çитеççĕ. Фракисем киммерисенчен пулса тухнă, пулас. Геродот та, Страбон та çак йăхсем иран несĕлĕсем пулнине палăртаççĕ.
Узбекистан историйĕ |
|
---|---|
Аваллăх |
Андрон культури (п.эрч. XVII — п.эрч. IX ĕм.) • Бактри-Марги археологи комплексĕ (п.эрч. XXIII — п.эрч. XVIII ĕм.) • Скифсем (саксем, массагетсем, дахсем) (п.эрч. XVIII — п.эрч. IV) • Хорезм (п.эрч. VIII — п.эрч. VI ĕм.) • Сăкăт (— п.эрч. VI ĕм.) • Чач (— п.эрч. III ĕм.) • Фергана (— п.эрч. VI ĕм.) • Бактри (п.эрч. VIII — п.эрч. VI ĕм.) • Ахеменид патшалăхĕ (п.эрч. 558—330) • Александр Македонскин империйĕ (п.эрч. 334 — п.эрч. 312) • Селевкидсен патшалăхĕ (п.эрч. 312—п.эрч. 250 çç.) • Грек-Бактри патшалăхĕ (п.эрч. 250 — п.эрч. 130 çç.) |
(П.эрч. II ĕмĕр — 1055) |
Кангюй патшалăхĕ (п.эрч. III ĕм. — п.эрч. V ĕм. варри) • Давань (п.эрч. II — п.эрч. I ĕм.) • Кушан патшалăхĕ (I — III ĕм.) • Уструшана (IV — V ĕм.) • Чаганиан (V — IX ĕм.) • Илак (V — XIII ĕм.) • Хионитсен патшалăхĕ (IV — V ĕм.) • Кидаритсен патшалăхĕ (Тохаристан) (IV — V ĕм.) • Эфталитсен патшалăхĕ (V — VI ĕм.) • Тĕрĕк хаканлăхĕ (552—603) • Анăçри хаканлăх (603—698) • Тюргеш хаканлăхĕ (698—766) • Огуз патшалăхĕ (750—1055) • Карлук хаканлăхĕ (766—940) |
Ислам çĕнсе илни (661—750) |
Омейяд халифачĕ (661—750) • Аббасид халифачĕ (750—1258) • Тахирид эмирачĕ (821—873) • Саффарид эмирачĕ (861—1003) • Саманид эмирачĕ (875—999) |
Тĕрĕк патшалăхĕсем (840—1221) |
Газневид султаначĕ (963—1187) • Караханид патшалăхĕ (840—1040) • Анăç-Караханид ханлăхĕ (1040—1212) • Тухăç-Караханид ханлăхĕ (1042—1212) • Сельджукидсен патшалăхĕ (1037—1194) • Хорезмшахĕсен султаначĕ (1077—1231) |
Монголсем çĕнсе илни (1221—1269) |
Каракитай ханлăхĕ (1141—1212) • Монгол империйĕ (1206—1291) • Чагатай улусĕ (1224—1340) • Джучи улусĕ (1224—1360) |
Çĕнĕ вăхăт |
Могулистан (Тухăç Чагатай улусĕ) (1346—1370) • Тамерлан империйĕ тата Тимуридсен патшалăхĕсем (1370—1500) • Узбек ханлăхĕ (1428—1468) • Бухара ханлăхĕ (1500—1785) • Хива ханлăхĕ (1512—1920) • Коканд ханлăхĕ (1709—1876) • Ташкент патшалăхĕ (1784—1809) • Бухара эмирачĕ (1785—1920) • Кундуз ханлăхĕ (1800—1850) • Раççей империн Вăтам Азири харпăрлăхĕсем (Сырдарья • Фергана) • Самарканд облаçĕсем • Туркестан автономийĕ (1917—1918) • Вăхăтлăх Фергана правительстви (1919—1920) |
Çĕнĕрех вăхăт |
Туркестан АССР (1918—1924) • Бухара ХСР (1920—1924) • Хорезм ХСР (1920—1923) • Хорезм ССР (1923—1924) • Бухара ССР (1924) • Узбек ССР (1924—1991) • Узбекистан Республики (1991-па) |