Барсакельмес (Пырсакилмес), — Арал тинĕсĕнчи утрав.
Утрав пысăк мар, 1960-мĕш çулсенче унăн пысăкăшĕ 30х15 çх çеç пулнă. Каярах, шыв шайĕ чакнăран, пысăкăшĕ ӳснĕ. 1990-мĕш çулсенче утравран çурутрав пулса тăнă.
Кунта заповедник пур — кулансен пĕртен-пĕр ирĕклĕ пурăнакан вырăнĕ.
Барсакельмес сăнӳкерчĕкĕсем 2006 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ.