Фадде́й Фадде́евич Беллинсга́узен (çуралнă чухне Фабиан Готтлиб Таддеус фон Беллинсгаузен (ним. Fabian Gottlieb Thaddeus von Bellingshausen); 1778 çулхи авăнăн 9 (20) , Эзель утравĕ[1] — 1852 çулхи кăрлачăн 13 (25)-мĕшĕ , Кронштадт) — раççей тинĕс тĕпчекенĕ, Антарктидăна уçакансенчен пĕри. Беллингсгаузен остзей нимĕç дворян йăхĕнчен тухнă[2].
1812 - 1816 çулсенче «Минерва» фрегата ертсе пынă[3], а с 1817 по 1819 годы — фрегатом «Флора»[4].
1819—1821 çулсенче кăнтăр тинĕссене янă тĕнче тавра антарктика экспедицине ертсе пынă]. Вăл «Восток» тата Михаил Лазарев ертсе пыракан «Мирный» шлюпсенчен тăнă. 1819-мĕш çулхи çĕртмен 4-мĕшĕнче Кронштадран тухса экспдици чӳкăн 2-мĕшĕнче Рио-де-Жанейрона çитнĕ. Унтан Беллинсгаузен кăнтăралла кайса Куком уçнă Кăнтăр Георги утравĕнчен иртсен 56° к. ш патĕнче маркиз де Траверсен виçĕ утравне уçать. Каярах Кăнтăа Сандвич утравĕсене сăнаса 59° к. ш хĕвелтухăçнелле каять. Икĕ хут çитме май уриччен кăнтăралла кайса 69° к. ш. çитет. 1820-мĕш çулхи кăрлачăн 16 (28)-мĕшĕнче экспедици хальхи Беллинсгаузен шельф пăрлăхĕ патĕнче Антактидăна уçать, 69° 21' 28" к. ш. тата 2° 14' 50" ха. д координтасенче материк патне çывăха пырса. Кăрачăн 21-мĕшĕнче (нарăс, 2) экспедици пайташĕсем каллех çыран кураççĕ, нарăсăн 5-6-мĕшĕнче çыран патнех çитеççĕ. Каярах шлюпсем уйрăлса маларах никам та çӳремен Инди тата Кăнтăр океанăн сарлакăшĕпе Австралинчи Джексон портне, халĕ Сидней. Австарлинчен шлюпсем Лăпкă океана кайсе темиçе утравпа атолл уçаççĕ (Восток, Симонов, Михайлов, Суворов тата ытти те), темиçе утрав çинче пулаççĕ (Аслă Князь Александр утравĕсем) те Джесон портне таврăнаççĕ. 1820-мĕш çулхи чӳк уйăхĕнче экспедици каллех кăнтăр тинĕсене каять, 54° к. ш. патĕнче Маккуори утрав çинче пулнă хыççăн малтан кăнтăралла, каярах хĕвелтухăçнелле каять. 1821--мĕш çулхи кăрлач уйăхĕнче 70° к. ш. и 75° ха. Беллинсгаузен пăр патне çитнипе çурçĕрелле каймалла пулать. Çав уйăхрах 68° тата 69° к. ш. хушшинче Петр I утравĕ тата Александр I утравĕсене уçать, Çĕнĕ Шотланди утравĕсем тавра çаврăнса тата нумай утрав уçать. 1820-мĕш çулхи çĕртмен 24-мĕшĕнче (çурла, 5) уйăхĕнче 751 кун хыççăн экспедици Кронштада таврăнать.