Олесь Бузина | |
укр. Олесь Бузина | |
2008 çулта | |
Çуралнă вăхăт: | 2015, ака, 16, |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Киев, Украина ССР |
Вилнĕ вăхăт: | 2015, ака, 16 |
Вилнĕ вырăн: | Киев, Украина |
Ĕçлев тĕсĕ: | çыравçă, журналист, политик |
Ĕçсен чĕлхи: | вырăс, украин |
Оле́сь Алексе́евич Бузина́ (укр. Оле́сь Олексі́йович Бузина́, 1969, утă, 13, Киев, СССР — 2015, ака, 16, Киев, Украина[1]) — украин çыравçи, журналисчĕ тата телеертӳçи.
1969 çулхи утăн 13-мĕшĕнче Киевра çуралнă. Олеçĕн кăкĕ украин касакĕсемпе çĕр ĕçтешĕсем пулнă[2], ашшĕ, Алексей Григорьевич Бузина — ПХК 5-мĕш (идеологи) управленин офицерĕ. Ват маçакăшĕ патша çарĕнче офицер пулса хĕсметре тăнă, коллективизаци саманинче ăна кулак тесе хĕстернĕ те Беломорканала тума ăсатнă[3].
Киеври 82 № ятарлă Т. Г. Шевченко ячĕллĕ шкулта вĕреннĕ.
1992 çулта Киев Тарас Шевченко ячĕллĕ наци университечĕн филологи факультетĕнче вĕренсе тухнă.
«Киевские ведомости» (1993—2005), «2000» (2005—2006) хаçатсенче; «Друг читателя», «Лидер», «Натали», «Эго», «XXL» журналсенче вăй хунă[4].
Олесь Бузина авланнă пулнă, унăн хĕрĕ çурма тăлăха юлнă.