Бургунди вăрçисем

Лаупен патĕнчи çапăçу, Бургунди вăрçисем

Бургунди вăрçисем, — 1474-1477 çулсенче Бургунди герцоглăхĕ тата Франципе Швейцари пĕрлешĕвĕ хушшинче иртнĕ вăрçă. Ку вăрçă Хастар Карл Бургунди герцогĕшĕн ăнăçлă иртмен, 1477 çулта вара Нанси патĕнчи çапăçура вăл вилсен вĕçленнĕ. Бургундине вара Франци патшипе Габсбургcем пĕр-пĕрин хушшинче пайланă, Швейцари хăйĕн пăхăнманлăхне çирĕплетнĕ.

Вăрçă сăлтавĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

XIV ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринчен пуçласа XV ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурпайĕ таран Бургунди герцогĕсем тĕрлĕ пĕрлешӳсем туса, çар харçисене ирттерсе çĕрсене пысăклатнă. XV ĕмер варри тĕлне Бургунди шутне Франш Конте, Ретель, Люксембург, Нивернэ, Фландри, Геннегау, Брабант, Лимбург, Голланди тата Зеланди кĕнĕ. Çапла вара экономикăпа çар вăйĕ тăрăх вĕсем Францине пăхăннă пулин те унпа тупăшма пултарнă. Çĕрçул вӑрҫи вăхăтĕнче вĕсем акăлчансене пулăшнă, вăл вӑрçă вĕçленсен вара Францине кĕрекен хăш-пĕр çĕрсене хăйсем çумне хушнă. Вăл çĕрсем шутне Пикардине кĕрекен пуян хуласем те кĕнĕ. Бургунди герцоглăхĕн çĕрĕсем хушшинче Франци çĕрĕсем пулни пысăк чăрмав пулнă. Бургунди пуçлăхĕсем уйрăмах Эльзаспа Лотарингине хăйсен çĕрĕ çумне пĕрлештересшĕн пулнă.

Франци патшисене Бургунди çĕрĕсем сарăлни пĕрре те килĕшмен. Енчен те Çĕр çулхи вăрçă вăхăтĕнче акăлчансемпе çапăçни чăрмантарнă пулсан вăл вĕçленнĕ хыççăн пăхăнса тăракан Бургундине алла тытмашкăн чăрмавсем пулман. VII Карл астул çинче ларнă вăхăтрах французсем Бургундине каялла тавăрмалли ĕçсене пуçланă. Унăн ывăлĕн, XI Людовикăн, малтан Бургундипе Бретони герцогĕсем пуçланă граждан вăрçине тӳсме тивнĕ, анчах вăл ку хирĕçӳре дипломати мелĕсемпе усă курса çĕнтерӳçе тухнă. Çапла хăйĕн вăйне пысăклатса вăл Бургундие хирĕç вăрçă пуçлать. Хăйĕн енне вăл Габсбургсен йăхне тата Швейцари пĕрлешĕвне çавăрать. Габсбурсем те Швейцари патшалăхĕ те Бургунди вĕсен çĕрĕсене туртса иллесинчен хăранă.

Вăрçă хирĕнче

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Хӑюллӑ Карл, Бургунди герцогĕ

1469 çулта Малти Австрипе Тироль герцогĕ Сигизмунд Габсбург Хастар Карла Эльзасри хăйĕн çĕрĕсене панă. Ку майпа вăл Швейцари пĕрлешĕвпе тупăшнă чухне Бургунди пулăшăвне кĕтнĕ ĕнтĕ, анчах та Карл Швейцари çине патăнса кĕмен. 1473 çулта Бургунди Кёльн архиепископлăхĕ çине тапăннă, Нойсс хулине çавăрса илнĕ. Çав вăхăтрах хăйĕн патшалăхри çыннисене Карл Базель, Страсбург тата Мюлхауз хулисемпе суту-илӳ тума чарнă. Вăл хуласем Швейцари майлă пулнăран çапла хушнă.

1474 çулта Бургунди вăйĕ чакни сисĕне пуçланă. Чи малтан Карлăн Нойсс патĕнче ĕçсем япăх пулни сисĕннĕ. Темле тăрăшсан та вăл çак хулана илеймен. Лотаринги Швейцарирен пулăшу ыйтнă, Таса Рим империйĕн III Фридрих императорĕ вара Сигизмунд Габсбурга Бургундипе тунă килĕшӳсене пăрахаçлама ыйтнă. 1474 çултах Габсбургсем Швейцарипе мирлĕ килĕшӳ туса Бургундине хирĕç тăнă. Сигизмунд хăй панă çĕрĕсене каялла укçалла тавăрма ыйтнă, анчах та Карл ăна хирĕçленĕ, ирĕк паман. Вăл та кăна мар, Петер фон Гагенбах ертсе пыракан çарсем Эльзасри хӳтлĕхсене йышăннă. Ку ĕçпе килĕшмен австрсемпе швейцарсен çарĕ Франш Контене кĕнĕ, 1474 çулхи чӳк уйăхĕнче Эрикур патĕнчи çапăçура бургундсене çĕнтернĕ.

1475 çулта Берн кантонĕн çарĕсем Карл тусĕн Савойя герцогĕн Во çĕрне тытса илнĕ. Бернсем пулăшнипе Вале контонĕнче хула коммунисем пăлханма пуçланă, 1475 çулхи чӳк уйăхĕнче Планте патĕнчи çапăçура Савойя çарĕсене çапса аркатса анатри Вале çĕрĕсене ирĕке кăларнă. 1476 çул пуçламăшĕнче Швейцари çарĕсем Грансон хӳтлĕхне тытса илнĕ, анчах та Хӑюллӑ Карл çарĕсем ăна çупăрласа илнĕ. Хӳтлĕхри çынсем хăйсене çаварса илнине кура парăннă, бургундсем вĕсене вара пурне те вĕлернĕ. Часах Швейцари çарĕсем килсе çитнĕ, Грансон патĕнчи çапăçура вĕсем бургундсене йăлтах çапса аркатнă, Карл вара тарса çăлăннă.

Бургунди çапах та парăнма шутламан, çĕнĕ çар пухнă. Швейцарсем вĕсене Морат патĕнчи çапăçура каллех çапса аркатнă.

1477 çулта Нанси патĕнче çак вăрçăн юлашки çапăçу пурса иртнĕ. Швейцарсемпе лотарингсем бургундсене çапса аркатнă, Хастар Карл вара ку çапăçура пуçне хунă.

Пĕтемлетĕвĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хастар Карл вилнипе бургундсен йăхĕ татăлнă. Хăйĕн хыççăн вăл Марийăна çеç хăварнă. Мария III Фридрихăн ывăлĕн, Максимилиан Габсбургăн, мăшăрĕ пулнă. Франципе габсбургсем Бургунди çĕрĕсем пирки хирĕçме пуçланă. 1482 çулта Арас килĕшĕвне алă пуснă. Унпа килĕшӳллĕ Габсбург Нидерландсемпе Люксембурга, Франци Бургундине, Франш Контене тата Пикардине илнĕ.

Бургунди саланни Францине хăйĕн патшалăхне пуçтарма тата влаçне пысăклатма май панă. Австри вăйĕ те çĕнĕ çĕрсене илнĕрен пысăкланнă. Çак çĕнтерӳсене кура Швейцари çарĕсен хисепĕ вăйлă ӳснĕ. Швейцари çарĕ çĕнтерейми çарсем хушшине кĕме пуçланă.