Анне Вески | |
| |
Тĕп хыпар | |
---|---|
Тулли ят | Вески Анне Тынисовна |
Çуралнă вăхăт | 1956, нарăс, 27 |
Çуралнă вырăн | Рапла, Эстон ССР |
Патшалăх |
![]() ![]() |
Профессисем | СССР, Эстони юрăçи |
Жанрсем | поп |
anneveski.com
![]() Автограф |
А́нне Ты́нисовна Ве́ски (эст. Anne Veski; çуралнă чухнехи Ва́арманн эст. Vaarmann; нарăс, 27, 1956, Рапла, Эстон ССР, СССР çур.) — совет тата эстон юрăçи, Эстон ССР тава тивĕçлĕ артиcчĕ (1984).[1]
Анне Вески 1956 çулхи нарăсăн 27-мĕшĕнче Рапла эстон хулинче, Ильмар-Тыниса Ваарманн (эст. Ilmar-Tõnis Vaarmann; 1927—2005) тата Эллен Ваарманн (эст. Ellen Vaarmann), 1930—1988; хĕр чухне — Таммессон (эст. Tammesson). Унтах вăл мусăк шкулĕнче ăсталăха туптанă, кайран Таллинри политехника институтне вĕренме кĕнĕ. Диплома алла илсен савутра ĕçе вырнаçнă. Филарми çумĕнчи эстрада студинче мусăкпа хăтланнă, унтах «Мобиле» группăра юрланă.
Пĕрремĕш эстрада композицине — «Королева розового сада» — 1980 çулта çырса кăларнă.
1979—1981 çулсенче Анне Вески «Витамин» группинче юрланă, 1982—1983 çулсенче «Мюзик Сейф» ансамблĕпе ĕçленĕ. 1983 çулăн вĕçĕнче «Нэмо» ансамбль йышĕнче [2].
1984 çулта Сопотăри тĕнчери юрă фестивалĕнче Анне Вески иккĕ премине тивĕçнĕ: Позади крутой поворот юрăшăн тата Полька поляк юрришĕн. 1986 çулта пĕрремĕш хут «Çулталăк юрри» финалне тухнă.
1990-мĕш çулсен пуçламăшĕнче В. Довганьпе пĕрле Эстонире тум-тире çĕлекен цехе йĕркеленĕ, Таллинре тата Мускавра сутнă.