Георгий Жжёнов | |||||||||||||||
![]() | |||||||||||||||
Çуралнă чухнехи ят: | Георгий Степанович Жжёнов | ||||||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1915, пуш, 22 (пуш, 9) | ||||||||||||||
Çуралнă вырăн: | Петроград, Раççей империйĕ | ||||||||||||||
Вилнĕ вăхăт: | 2005, раштав, 8 | ||||||||||||||
Вилнĕ вырăн: | Мускав, РФ | ||||||||||||||
Професси: | XX ĕмĕрти совет/раççей актёрĕ, прозăçи, мемуарисчĕ | ||||||||||||||
Гражданлăх: |
![]() ![]() | ||||||||||||||
Хастар çулсем: | 1931—2005 | ||||||||||||||
Театр: | |||||||||||||||
Чыславсемпе парнесем: |
|
Мускав умĕнчи тивĕçлĕх палăрту палли
Гео́ргий Степа́нович Жжёнов (22.3.1915, Петроград, Раççей империйĕ — 18.12.2005, Мускав, РФ) — совет тата раççей театрпа кино актёрĕ, литератор, мемуарист, пĕрлĕх ĕçченĕ. Васильев тăвансен ячĕллĕ РСФСР патшалăх премин лауреачĕ (1975), ССРП халăх артисчĕ (1980). Ленин орденĕн кавалерĕ(1991).
Георгий Жжёнов Тĕвер кĕпĕрнинчи хресчен килйышĕнче çуралнă. Ашшĕ — Жжёнов Степан Филиппович, амăшĕ — Щёлкина Мария Федоровна.
Малтанхи 22 çулне Георгий Жжёнов Васильевски утравĕнче ирттернĕ. 1930 çулхи çуркунне вăл физика-математикă шкулĕнче вĕренсе тухнă. Ун хыççăн Ленинградри эстрадăпа цирк техникумĕн акробатика уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Вĕренме кĕнĕ чухне аслă пиччĕшĕн докуменчĕсемпе усă курнă. Çавăнпа та Борис Жженов пек паллă пулнă. Кайран кун çинчен каласа панă, шӳтленĕшĕн ăна каçарнă.
Цирк вĕрентевĕшĕнче пĕлӳ илнĕ чухне ăна кинематограф ĕçлевçи асăрханă, «Паттăр йăнăшĕ» (Ошибка героя, 1932) фильмре ӳкерĕнме чĕннĕ. Георгий çак фильмра Пашка Ветров тракторист рольне вылянă. Кинора хăтланнă хыççăн Георгий цирк ĕçне пăрахса Ленинградри сцена ӳнерĕн институтне вĕренме кĕнĕ. 1935 çулта институтра вĕренсе тухнă. Вĕренӳ вăхăтĕнче «Республикăн еткер принцĕ» (Наследный принц Республики), «Ылтăн çулăмсем» (Золотые огни), «Комсомольск», «Чапаев» фильмсене хутшăннă.
Ленинградра С.М. Кирова вĕлернĕ хыççăн унăн аслă пиччĕшне арĕслесе тĕрмене хупнă. Ашшĕпе амăшпе, тата йăмăкне Казахстана леçнĕ. Георгий Жжёнов кунпа килĕшмен те Казахстана куçса кайман. «Комсомольск» (1938) фильма ӳкернĕ чухне Амур-çинчи-Комсомольска каймалла пулнă. Пуйăсра вăл АПШ гражданĕпе паллашать. Çакăншăн ăна шпион тесе айăпланă та пилĕк çуллăха тĕрмене хупаççĕ. 1945 çулта ăна хăйне лайăх тытнипе ирĕке кăлараççĕ.
Георгий Жженов Свердловскри киностудине ĕçлеме çитет, кунта вара ăна 1949 çулта каллех арĕслеççĕ те Норильска ăсатаççĕ. 1955 çулта унăн пĕтĕм айăпне каçарнă. Георгий Жжёнов Ленинграда таврăнать те Ленинград облаçĕн драма театрĕнче тата Ленсовет ячĕллĕ театрта актёр пулса ĕçлет. 1968 çулта вăл Мускава куçса килет те Моссовет ячĕллĕ театрта ĕçлеме тытăнать.
«Чыс тата сумлăх» номинацири «Ника» премийĕ |
|
---|---|
Юлий Райзман (1988) • Леонид Трауберг (1989) • Евгений Габрилович (1990) • Николай Крючков (1991) • Малик Каюмов (1992) • Иосиф Хейфиц (1993) • Григорий Чухрай (1994) • Тамара Макарова (1995) • Валерий Фрид (1996) • Георгий Жжёнов (1997) • Марина Ладынина (1998) • Михаил Глузский (1999) • Михаил Швейцер (2000) • Вячеслав Тихонов (2001) • Алексей Баталов (2002) • Борис Васильев (2003) • Пётр Тодоровский (2004) • Нонна Мордюкова (2005) • Марлен Хуциев (2006) • Эльдар Рязанов (2007) • Георгий Данелия (2008) • Алексей Герман-ст. (2009) • Людмила Гурченко (2010) • Сергей Юрский (2011) • Олег Басилашвили (2012) • Инна Чурикова / Глеб Панфилов (2013) • Владимир Зельдин (2014) • Лия Ахеджакова (2015) • Алиса Фрейндлих (2016) • Александр Сокуров (2017) • Владимир Этуш (2018) • Отар Иоселиани (2019) • Рустам Ибрагимбеков (2021)1 1 2020 çулта лауреата тăратнă, анчах та премие тивĕçтерес церемоние короновирус пандемине пула ирттермен. |