Идзу

Идзу провинцийĕ Япони кивĕ административлă пайланăвĕ картти çинче (хĕрлĕпе палăртнă).

Идзу провинцийĕ (яп. 伊豆国 Идзу но куни?, «Идзу çĕр-шывĕ» е 豆州 Дзусю:, «Идзу провинцийĕ») — Хонсю утравĕн тухăçĕнчи Канто регионĕнчи Япони историллĕ провинцийĕ. Идзу çурутрава, Сидзуока префектурăна тата Идзу тата Токио утравсене уйăраççĕ.

Идзу провинцине 680 çулта Суруга провинцинче йĕркеленĕ. Çĕнĕ административлă виçен тĕпĕ хальхи Мисима хулинче пулнă. Идзу провинцийĕ тĕпĕнчен аякра пулни кунта ссылкăна политика преступникĕсене янă.


XII —XIV ĕмĕрсенче çак çĕрсене Ходзё ăрачĕ тытса тăнă, унăн элчисем Камакур сёгунатăн тăрăнĕсем шутланнă. XV ĕмĕрте Идзу Уэсуги çемьине пăхăннă. 1493 çултанпа Идзу провинцийĕ Го-Ходзё ăрачĕн («Кайри Ходзё») вар çĕрĕ пулса тăрать, XVI ĕмĕрте ăрат пĕтĕм Канто регионăн хуçи пулать. 1590 çулта çак ăрата пĕтерсен Идзу çĕрĕсем Токугава Иэясана куçать. Эдо тапхăрĕнче (1603—1868) провинцие темиçе хана, феодал харпăрлăхне, пайланă, вĕсен пĕр пайне сёгунат, тепĕр пайне — вассал ăрачĕсем — тытса тăнă.

1878 çулти администраци реформи хыççăн Идзу провинцие Сидзуока тата Токио префектурăсем хушшинче пайланă.

  • Камо (贺茂郡)
  • Кимисава (君沢郡)
  • Нака (那贺郡)
  • Тагата (田方郡)

Шаблон:Япони историллĕ облаçĕсем