К-266 «Орёл» | ||
---|---|---|
Карап кун-çулĕ | ||
Ялав патшалăхĕ | ||
Тăван порт | Заозёрск | |
Шыва антарнă | çу, 22, 1992 | |
Хальхи статус | ÇФ | |
Тĕп пахалăхсем | ||
Карап тĕсĕ | ПЛАРК | |
Проект палăртăвĕ | 949А «Антей» | |
ÇАПУ классификацийĕ | «Oscar-II» | |
Хăвăртлăх (шывçи) | 15 çыхă | |
Хăвăртлăх (шывай) | 33 çыхă | |
Ĕçлĕ тарăнăш | 420 м | |
Чи пысăк тарăнăш | 500 м | |
Çӳрев автономлăхĕ | 120 талăк | |
Экипаж | 130 çын | |
Калăпăшсем | ||
Шывçи шыв кăларăшĕ | 14 700 т | |
Шывай шыв кăларăшĕ | 23 860 т | |
Чи вăрăм (КВЛ) | 154 м | |
Корпус чи анлăшĕ | 18,2 м | |
Вăтам анса ларни (КВЛ йĕркипе) | 9,2 м | |
Вăй-хăват хатĕрĕ | ||
2 ОК-650В йĕтре реакторĕ кашни 190 МВт хăватлă |
||
Хĕçпăшал | ||
Торпеда- мина хĕçпăшалĕ |
2x650-мм тата 4x533-мм ТА 24 торпедă | |
Ракета хĕçпăшалĕ | П-700 «Гранит» ПКР комплексĕ 24 ЗМ-45 ракети |
К-266 «Орёл» — раççей 949А «Антей» проекчĕн атомлă шывай ракета крейсерĕ, РФ Çурçĕр флочĕн шывай киммисен 11-мĕш дивизийĕ йышĕнче.
Карапа 1989 çулхи кăрлачăн 19-мĕшĕнче Севмашра 650-мĕш савутри номерпе тума тытăннă. 1990 çулхи кăрлачăн 15-мĕшĕнче кимĕне флот шутне кĕртнĕ.
1991—1993 çулсенче кимĕн ячĕ «Северодвинск» пулнă. Шыва 1992 çулхи çăвăн 22-мĕшĕнче антарнă, çĕртмен 3-мĕшĕнче атомлă шывай крейсерĕ классне куçарнă, раштавăн 30-мĕшĕнче хĕсмете тăнă. 1993 çулхи нарăсăн 5-мĕшĕнче Çурçĕр флочĕн Анăç Лицăна тăратнă. 1993 çулхи акан 6-мĕшĕнче «Орёл» ята панă.Çакăнтанпа АШК экипажĕн пайне Орёл облаçĕнче çуралнă ӳснĕ каччăсене илеççĕ. Орёл хулан администрацийĕ 16 çул хушши тинĕс арĕсемпе туслă çыхăну тытса тăрать. Крейсер вымпелĕ çинче — Орёл облаçен гербĕ.
2000 çулта шыва путнă «Курск» çине анас умĕн шывайçăсем «Орёл» çинче кимĕн конструкципе паллашнă.
2008 çулта субмарина 15 çул тултарнă. Каçалака чысласа крейсерăн рубки çине Орёл гербне лартнă. Уява карап çине хула пуçлăхĕн çумĕ Валентин Бочаров ертсе пынă Орёл хулин делегацийĕ килнĕ. Валентин Бочаров каланипе, «Орёл» крейсер халлĕхе официаллă Çурçĕр флотĕнчи атомлă шывай киммисен хушшинче чи лайăххисенчен пĕрри.[1]
2008 çулĕ тĕлне юсавра тăнă.[2]
Ку шывай киммисем пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Шаблон {{ялав}} урăх вариант çук ТÇВ. 949 «Гранит» тата 949A «Антей» проекчĕсен шывай киммисем (Oscar class) |
|
---|---|
К-525 «Архангельск»* • К-206 «Мурманск»* | К-148 «Краснодар» • К-173 «Красноярск» • К-132 «Иркутск» • К-119 «Воронеж» • К-410 «Смоленск» • К-442 «Челябинск» • К-456 «Тверь» • К-266 «Орёл» • К-186 «Омск» • К-141 «Курск» † • К-150 «Томск» • К-329 «Белгород»** • К-135 «Волгоград»** • К-160 «Барнаул»** * — проект 949 / ** — недостроена / † — погибла |