1970
Каверин Вениамин Александрович (чăн хушамачĕ Зильбер ), — вырăс совет çыравçи . 1902 çулхи ака уйăхĕн 19 Псков хулинче çуралнă. 1989 çулхи çу уйăхĕн 2 Мускавра çĕре кĕнĕ.
1923 çулта Хĕвелтухăç чĕлхисен институтне , 1924 çулта Ленинград патшалăх университетăн историпе филологи факультетне пĕтернĕ.
Серапион пиччĕшĕ-шăллĕсем. Сулахайран сылтăма: К. А. Федин, М. Л. Слонимский, Н. С. Тихонов, Е. Г. Полонская, М. М. Зощенко, Н. Н. Никитин, И. А. Груздев, В. А. Каверин 1920 çулсен пуçламăшĕнче «Серапион пиччĕшĕ-шăллĕсем» литература ушкăнне кĕнĕ. 1929 çулта «Барон Брамбеус. Осип Сенковский историĕ» диссертацине хӳтĕленĕ.
Хăйĕн пĕрремĕш «18... çулхи Лейпциг хулин хроники» калавне 1922 çулта пичетлесе кăларнă.
Вăл çырнă ĕçсем:
«Кĕвеçекен, е Васильевски уравĕ çинчи Каçсем» (Скандалист, или Вечера на Васильевском острове , роман, 1928 ).
«Ĕмĕтсем пурнăçланни» (Исполнение желаний , роман, 1-2 кĕнекесем, 1934 —1936 ).
«Икĕ капитан» (Два капитана, (роман , 1-2 кĕнекесем, 1938 —1944 ; Сталин премиĕ , 1946 )
«Уçă кĕнеке» (Открытая книга , роман, 1949 —1956 ).
«Çичĕ таса мар мăшар» (Семь пар нечистых , повесть, 1962 )
«Косой дождь» (повесть, 1962 )
«Шăпан Тăххăр вуннăмĕшĕ» (Девять десятых судьбы )
«Çăмăл утăмсем» (Легкие шаги )
«Лайăх çынсем нумай, пĕри ăмсанаканни» (Много хороших людей и один завистник )
«Митяпа Маша çинчен, Хаваслă трубочистпа Ылтăн алăллă ăста çинчен» (О Мите и Маше, о Веселом трубочисте и Мастере золотые руки )
«Пиллĕкмĕш çÿревçĕ»