1925
Канаш
|
Кана́ш[3]) — Раççей хули (1925 çултанпа), Чăваш Енри Канаш районĕн администраци центрĕ. Пысăк чукун çулĕн çыхăвĕ.
Хула лаптăкĕ 18,5 км², пĕтĕмпе 55,3 пин çын пурăнать (2001). Мускавран тухăçалла 666 км чукун çулĕ çинче вырнаçнă. Шупашкарпа Канаш хушши 76 км.
Хула историйĕ чукун çулпа тачă çыхăннă. Малтан ку вырăнарах Шăхран ятлă ял ларнă. Ял ячĕпе станци ятне панă. Станци аталаннăçем аталанса пынă — хальхи Канаш хули пулса тăнă.
1911 çул тĕлне хулара 40 суту-илӳ фирми ĕçленĕ. Ытларах енĕпе вĕсем вырăнти вăрмана касса аякалла сутнă.
1912 çулта хулара пуçламăш аслă вĕренӳ училищи уçăлать, 1914 çулта вара вĕрентевçĕсен семинари пулса тăрать.
1919 çулта Канаш шайĕ ӳсет — вăл тĕвĕллĕ станци пулса тăрать.
1925 çулхи çĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕнче ВЦИК постановлени кăларса станцине хула шайне хăпартнă. Вăл вăхăтра хула йышĕ 2 323 çынпа танлашнă.
1929 çулхи чӳк уйăхĕн 7-мĕшĕнче хулара пĕрремĕш электростанци ĕçлеме пуçланă.
Хулан тепĕр тапхăрĕ 1934 çулхи пуш уйăхĕнчен пуçланать — вакун юсакан савут тума пуçланă.
1940 çул тĕлне хулара 17,3 пин çын пурăннă, 4 шкул, финанс техникумĕ, медицина училищи ĕçленĕ. Ку вăхăт тĕлне педагогика училищин çĕнĕ çуртне хăпартса лартнă пулнă.
<ref>
; для сносок glava
не указан текстКанаш Викиампарта? |
Чăваш Ен |
|||
---|---|---|---|
Тĕп хула: Шупашкар Районсем: Вăрмар | Вăрнар | Елчĕк | Етĕрне | Йĕпреç | Канаш | Комсомольски | Красноармейски | Куславкка | Муркаш | Патăрьел | Пăрачкав | Сĕнтĕрвăрри | Çĕмĕрле | Çĕрпӳ | Тăвай | Улатăр | Хĕрлĕ Чутай | Шăмăршă | Шупашкар | Элĕк | Статьясем: Географи | Гербĕ | Гимнĕ | Историйĕ | Халăхĕ | Администрациллĕ-территориллĕ пайланăвĕ | Ялавĕ |
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |