Кивĕ Хăлатка
|
Кивĕ Хăлатка (тут. İske Qulatqı, Иске Кулаткы) — Чĕмпĕр облаçĕн Кивĕ Хăлатка районĕн администраци центрĕ (1928 çултанпа), хула евĕр посёлок. Вырăнти чăвашсем ăна çавăн пекех Хăлаткапуç теççĕ. Мĕншĕн тесен Хăлатка ятлă шыв пуçламăшĕнче вырнаçнă.
Халăх йышĕ — 6,1 пин çын, чылайăшĕ тутарсем.
Хăлатка шывĕ çинче вырнаçнă. Чĕмпĕре çитме 180 çм. Сызраньрен кăнтăр-анăçалла 70 çухрăмра.
Кивĕ Хăлаткара халĕ 5 мечет, 2 вăтам шкул, 2 ача-пăча сачĕ, технологи техникумĕ, культура керменĕ, ӳнер шкулĕ, спорт шкулĕ, музей, 2 вулавăш, 3 парк, стадион.
Тутарла район хаçачĕ «Күмек көч» пичетленет, эфира район телекуравĕ тата вырăнти радио тухать.
Салана XVIII ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче хĕсмет тутарĕсем никĕсленĕ, кунта вĕсемТамбов кĕпернинчен, Касимовран, Чĕмпĕртен, Хусантан куçса килнĕ. 1861 çулта Кивĕ Хăлаткара 500 кил пулнă. Халăх йышĕ 1669 арçынпа 1369 хĕрарăмран тытăнса тăнă. 7 мечетпе 1 медресе ĕçленĕ.