Моте

Моте
Çуралнă вăхăт 234 до н. э.
Вилнĕ вăхăт 174 до н. э.
Ашшĕ Тоумань[d]
Ачисем Лаошан[d]

Моте — хунсен патши. Вăл Алтай таврашĕнче пурăнакан хун йăхĕн патшин аслă ывăлĕ пулнă. Унăн ашшĕне Тумань тесе чĕннĕ.

Хунсем пирĕн эрăччен III ĕмĕр вĕçĕнче, II ĕмĕр пуçламăшĕнче çĕкленме тытăннă. Моте вара çак тапхăр умĕн çуралнă. Ун чухне хунсем юэчьжсен, китай тăхăмĕсен хупăрлăвĕнче пулнă. Вĕсен чаплă çыннисен ачисене китайсем аманата илнĕ. Мотен те тăшмансем патĕнче пурăнма тивнĕ. Моте çичĕ ют патĕнче вăхăта ахаль иртермен, чĕлхине, йăли-йĕркисене çеç маар, çар меслетне те вĕреннĕ. Вунçичĕ çула çитсен, хăй юэчжсенчен мĕн кирлине вĕренсен Моте тăван халăхĕ патне тарать. Ашшĕ ăна таманпӳ (тӳменпӳ) туса хунă.

Моте хăйĕн вунпинлĕ çарне çĕнĕлле çапăçу меслечĕсене вĕрентме тытăнать. Чи кирли:

  • 1. Кашни нукершĕн асли хушни вилсен те пурнăçламалли сăмах.
  • 2. Çапăçу вăхăтĕнче пĕр-пĕрне пулăшасси чи пысăк тивĕç.
  • 3. Кашни нукер тăшманран инçетерех пеме вĕренмелле.

Моте патшана ларсан чи малтанах хунсенчен тухăçарах пурăнакан тунхусене ним юлмиччен çĕмĕрсе тăкать. Юлашкинчен кăнтăр енчи куçса çӳрекен йăхсене аяккалла хуса ярать. Хунсем вара Алтай таврашĕнчи чи вăйлă халăх пулса тăраççĕ. Моте патшара пурĕ 35 çул ларать. Мотене часах «Çĕрпе Тӳпе çуратнă, Хĕвелпе Уйăх суйласа лартнă хунсен Аслă Шаннуйĕ (патши)» тесе чĕнме тытăнаççĕ.

Моте хăйĕн пĕтĕм çӳршывне тата пĕчĕкрех тăрăхсемпе турханлăхсене пайланă. Еашни йăх е ăру пĕр-пĕр пайлăхра, тăрăхра тата турханлăхра пурăнмалла:е

Моте йĕркеленĕ хунсен патшалăхĕнче кашни арçын çар çынни шутланнă. Вĕсем шăхăракан çĕмренпе те, çунакан çĕмренпе те питĕ тĕл пеме пултарнă.

Моте çарĕ çав вăхăтра 300 пинрен те иртнĕ. Çарĕ тăватă пайран пуçтарăннă. Пĕр çарĕ шурă утли (урхамахĕсем пурте шурă), иккĕмĕшĕ — хăла утли, виççĕмĕш — çăлтăр хушка утли, тăваттăмĕш çарĕ — хура утли.

Пирĕн эрăччен 195 çулта Моте тапăнса килнипе Китай империйĕ ним юлми саланса каясси патне çитет. Гаоцзу император вилет, унăн арăмĕ регентша пулса юлать. Моте ăна качча илсе пĕтĕм Китай империне хăй аллипе тытса тăрас пирки шухăшлать.

Пирĕн эрăччен 177 çулта Моте çарĕсем Амадарьяпа Сырдарья тăрăхне, Бактри çĕршывне, Тянь-шань таврашне çĕнтерсе илнĕ те усун, ука, канскунь, цвюеше (чăваш) тата кăпчăк йăхĕсене хăйсен патшалăхне кĕртнĕ. Çав тапхăртан пуçласа Моте патшалăхĕ пĕтĕм Вăтам Азире хуçа пулса тăнă. Ун чикки тухăçри Маньчжури, кăнтăрта Китайри Хуанхэ юханшывĕ, çурçĕрте Енисей юханшывĕ таран çитнĕ. Анăçра вара хунсен çĕршывĕн чикки Каспи тинĕсĕ таран пулнă.

Моте пĕрлештернĕ хунсем 24 пысăк ушкăна (йăха) кĕнĕ. Чи чапла йăхсем виççĕ: куянсем (хуян), çӳйписем (сюйбу) тата ланьсем чечек. Моте хăй куян йăхĕнчен пулнă.

Авалтан упранса юлнă йĕрсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăваш юррисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Вĕç, вĕç, акăш, вĕç акăш,
Китай хир варринче ӳк, акăш.
Китай хир варринче шур тулă,
Уйăрать-çке пире пĕр турă!..


Хăпартăм çӳллĕ ту çине,
Лартăм Китай çулĕ çине.

Чăваш сăмахĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çак сăмахсем китайра пурăннă чух чăваш чĕлхине кĕнĕ: чике, чи, çын, çĕнĕ, туй, тинĕс, сухан.


Хунсен ĕмпĕвĕсем
Атăл | Ирнак | Моте | Пӳçӳйттан | Çиликкат | Çинçипул | Тинĕс | Улат | Хуханье | Эллак |