Ял
|
Никольское (алеут Никоольскиҳ) — Камчатка Енĕн ялĕ, Алеут районĕн администраци центрĕ, пĕр пурăнакан вырăнĕ пек[2].
Беринг утравĕн (Командор утравĕсем) çурçĕр-хевеланăç енче вырнаçнă.
Яла 1826 çулта Атту утравĕнчен (Алеут утравĕсем) Беринга куçса килнĕ çынсем никĕсленĕ.
1932 çулта кăрлачăн 10-мĕшĕнче Алеут ютçĕр районне, Беринг утравĕнчи Никольское администраци центрĕпе пĕрле, Алеут наци районнĕ йышăннă.[3].
XXI ĕмĕрте юлашки пурăнан вырăн Командор утравĕсенчи Никольское кăна сыхланса юлнă. Куччен татах Беринг утравĕнче Северное, Саранное пурăнан вырăнсем тата Медный утравĕнче те Преображенное (унăн пурăнакансем 1960-мĕш çулсенче Никольскоене куçарнă) пурăнан вырăнсем пулнă.
Никольское ял тăрăхĕн чиккисемпе статусĕ 2004 çулхи раштавăн 17-мĕшĕнче Камчатка облаçĕн № 238 «Об установлении границ муниципальных образований, расположенных на территории Алеутского района Камчатской области, и о наделении их статусом муниципального района, сельского поселения» саккунĕпе йышăннă[4].
Анчах та, 2020 çулта акăн 30-мĕшĕнче Никольское ял тăрăхне пăрахăçланă тата пурне те Алеут муниципаллă районпа Алеут муниципаллă округне тунă[5][6].
2002 çулта — 808 çын, 2010 — 676 çын, 2020 — 676 çын.
Николькое ялĕнче çеç (Раççейре урăх ниçта та) алеутсем компактла пурăнаççĕ. Вĕсем алеут чĕлхин медный тата беринг диалекчĕсемпе калаçакан юлашки çынсем (2006 çулта 20 çынтан сахал) шутланнă[7][8].