Пелепей районĕ (пушк. Бәләбәй районы, выр. Белебеевский район Башкортостана) — Пушкăрт Республикин кăнтăр-анăçĕнче, ытларах çӳллĕ çĕкленнĕ Пăкăльма-Пелепей возвышенности вырнаçнă. Района 1930 çулта йĕркеленĕ. Çĕр лаптăкĕ 1869 тв. çм.
Район тĕпĕ — Пелепей хули, Ĕпхӳне çитме 180 çм. Ял çыннисен шучĕ (1995) 17.1 пин çын. Районта 106 пурăнан вырăн.
Халăх йышлăхĕ вăтамран — 9 çын/тв.çм. Район çĕрĕсенче хула евĕр посёлок Аксаково(2.9 пин çын) шутланать. Пурăнакансен чылайрахăшĕ вырăссем, тутарсем тата чăвашсем.
Ик юханшыв (юпписем Уçен, Ря), Дёма (юпписем Менеуз, Слак, Курсак) тата Белая (юппи Чермасан).
Çĕр айĕнче кунта нефть (Пелепей, Уçен-Йăван, Илькино, Елизавета упранăвĕсем), акшар (Хĕрлĕ-Шуçăм, Тухушши упранăвĕсем), хăйăр (Алексеево, Сысуй, Пелепей упранăвĕсем), хăйăрлă-грави хутăшĕ (Тузлукуш упранăвĕ), кирпĕч тăмми (Пелепей упранăвĕ) пур.
Кунта тĕксĕм тата хура-тĕксĕм вăрман тăприллĕ çĕрсем, йӳçĕ мар, карбонатлă тата пĕрпеклĕ хура çĕрĕсем. Районăн 39% лаптăкне вĕрене, çăка, юман, хурăн, ăвăс вăрманĕсем хупланă, тата хушăран хырсем те пур. Пелепей тата Уçен-Йăван вăрман хуçалăхĕсенче горицвет çурхи ту чечекĕн, çу ландышĕн тата ботаника палăкĕсен (300-çулхи тата 90-125-çулхи хырĕсен) çутçанталăк управĕсене йĕркеленĕ.
Ял хуçалăхĕсем тырă çитĕнтерессипе, сĕт-çу тата аш-какай выльăх-чĕрлĕхĕ, сысна, кайăк-кăвакал ĕрчетессипе палăраççĕ.
Район урлă чукун Самар- Ĕпхӳ -Челепи тата Аксаково-Туймаçи автомобиль çулĕсем иртеççĕ.
Ялсенче 36 пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкул пур, вăл шутра вăтам шкулсен шучĕ 15; 24 вулавăш, 42 культура керменĕ, 3 пульницă. Чăвашла тухакан Урал сасси хаçат пур.