Петров Андрей Павлович, — совет кĕвĕçи. 1930 çулхи авăн уйăхĕн 2 Ленинградра çуралнă. 2006 çулхи нарăсăн 15 Санкт-Петербург хулинче вилнĕ. Андрей Павлович нумай оперăсем, балетсем, симфонисем, инструментлă концертсем, эстрада юррисем, спектакльсем валли кĕвĕ кĕвеленĕ.
Арăмĕ — Петрова Наталия Ефимовна (1931 ç.), журналист. Хĕрĕ — Петрова Ольга Андреевна (1956 ç.), кĕвĕçĕ, темиçе ĕçе Андрей Павловичпа пĕрле çырнă.
Андрей Петров ятне пĕчĕк планетăна панă. Санкт-Петербург хулин чаплă гражданинĕ.
Çураласса Андрей Петров Ленинградра çуралнă. Ашшĕ — Петров Павел Платонович (1903 ç.), хирург. Амăшĕ — Ваулина Ольга Петровна (1902 ç.), ӳкерӳçĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче çĕмьепе пĕрле Çĕпĕре куçнă. Унта вăл литературăпа кăсăкланма пуçланă, вырăнти вулавăшра нумай вăхăт иртернĕ, калавсем çырнă, роман та çырма пикеннĕ.
1944 çулта каялла Ленинграда таврăннă. Андрей Павлович хăй каласа панă тăрăх, кĕвĕçĕ пулас ĕмĕт Иоганн Штраус çинчен каласа паракан "Пысăк вальс" фильма курнă хыççăн çуралнă.
1945-1949 çулсенче Н. Римский-Корсаков ячĕллĕ кĕвĕ училищинче, 1949-1954 çулсенче Ленинградри патшалах консерваторинче вĕреннĕ. Орест Александрович Евлахов вĕренекенĕ.
Андрей Петров 80 ытла кинокортина валли кĕвĕ кĕвеленĕ.
Петров Андрей Павлович Викиампарта? |