![]() | |
тип | Акционерсен уçă пĕрлĕхĕ |
---|---|
Никĕсленĕ çул | 1993 |
Отраçлĕ | медиабизнес |
Çаврăнăш | ▼ 5240 млн тен. (2007, МСФО) |
Операци тупăшĕ | ▼ 199 млн тен. (2007, МСФО) |
Таса тупăш | ▼ 80 млн тен. (2007, МСФО) |
Веб-сайчĕ | www.rbcinfosystems.ru |
РБК Хыпар системисем, ЗАО «РБК», РосБизнесКонсалтинг ( ММВБ:RBCI, РТС:RBCI</]]) — раççей медиаушкăнĕ. Штаб-хваттерĕ — Мускавра.
1993 çулта никĕсленĕ.
Компанин тĕп харпăрçисем: Александр Моргульчик, Дмитрий Белик тата Герман Каплун никĕслекенсем тата топ-менеджерсем (вĕсен пĕрлĕ акции пуххи — 19,85 %), çаплах UNICREDIT BANK AUSTRIA AG. банк (12.12 %) тата ООО «Управляющая Компания Росбанк» (11,58 %).
Хăйĕн 16 çул ытларах кун-çулĕнче РБК пĕчĕк хыпар агентствинчен Тетел, телевидени тата пресса сегменчĕсенче тăрăшакан диверсифициленĕ компание таран çитĕнет. РБК йышне «РосБизнесКонсалтинг» хыпар агентстви, çĕнĕ хыпар тетел-порталĕ, кунсерен тухакан «РБК daily» аналитика хаçачĕ (пичетпе те, онлайн-версипе те), çаплах бизнес-телеканал «РБК-ТВ», РБК.Исследования рынковсутма хатĕр маркетинг информаци проекчĕ. Кашни уйăхра тухакан ĕçлĕ журнал «РБК» тата çӳллĕ шайри технологисен журналĕ CNews.
2007 çулхи юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче «РБК Хыпар системисем» компани «КИТ Финансран» «Наши деньги» журналăн 89,99 % акцине тата Родионов ИÇ-ĕн «М² — Квадратный метр» журналăн 100 % акцине туянать[1].
РБК QIP интернет-мессенжера туянасшăн пулнă[2], анчах та юлашкинчен çак проекта тивĕçес опциона туяннă.[3]
РБК «Хайвей», «Арбатек» тата «Петерхост» хостинг-лапамсен харпăрçи пулса тăрать.[4]
2008 çул пуçламăшĕнче компани контекст янрав пасарне тухасси пирки пĕлтерет[5].
Компанин тĕп фокусĕ —Тетел: РБК харпăрлахĕнче 20 ытла онлайн-ресурспа сервис, çав шутра раççей ĕçлĕхд порталĕ www.rbc.ru. РБК шутне çаплах Раçсейри пĕртен-пĕр ĕç çĕнĕ хыпарĕсен телеканалĕ РБК-ТВ, икĕ ĕçлĕ пичет кăларăм — кунсерен тухакан финанс-аналитика хаçачĕ «РБК Daily» тата ĕçлĕ кашни уйăхра тухакан «РБК» журнал, çаплах ятарлă интерьер пресса кăларакан «Салон-Пресс» издатель çурчĕ (паллă кăларăмĕсем: «Идеи Вашего Дома» тата «Salon Interior»).
Экономика кризисĕ пулса тухнипе компанин хаклă хутсен инвестицисем ӳкнĕ, вăл хăйĕн парăмне вăхăтра тӳлесе тăма пултарайман, çавăнпа акцисен пайĕ банксен харпăрлăхне куçать. Çак вăхăтра компани ертӳçисем темиçе сутă-илӳ ĕçĕ тунă хыççăн «РБК» аллинчен «РБК-ТВ» телеканалăн, «Росбизнесконсалтинг» хыпар агентствин, «РБК daily» хаçатăн тĕп акционерĕ шутĕнчен тухса ӳкет . 2009 çулхи утă уйăхĕнче «РБК» акционерĕсем Михаил Прохоровăн «ОНЭКСИМ» ушкăнĕпе килĕшӳ туса компани акцисен хушма эмиссине кăлара в 51 % акций компании за $80 млн, вĕсенчен çурри кивçен илнĕ укçана «саплама» каять. Активĕсенекăларассине суд ĕçне панă.[6] «РБК» пĕтĕм парăмĕ 2009 çулхи çурла вĕçнелле кивçен паракансем $207 млн тесе палăртнă[7].
2009 çулхи çĕртме тĕлне компанин капиталĕ $141 млн танлашнă.[8]
2007 çулта РБК брендне Interbrand компани $215 млн хакланă, РБК 22-мĕш вырăна тухать.
Global Finance журнал компание раççей пасарĕнчи чи паха медиакомпани ята тивĕçтернĕ.[9]