Стэнли Милгрэм | |
Stanley Milgram | |
![]() | |
Çуралнă чухнехи ят | Stanley Milgram |
---|---|
Чӑн ят | акăл. Stanley Milgram |
Çуралнă вăхăт | çурла, 15, 1933 |
Çуралнă вырăн | Нью-Йорк, АПШ |
Вилнĕ вăхăт | раштав, 20, 1984 |
Вилнĕ вырăн | Нью-Йорк |
Гражданлăх |
![]() |
Пăхăнулăх | |
Альма-матер | |
Ĕçе илекен | |
Чыславсемпе парнесем | |
![]() |
Стэнли Милгрэм (çурлан 15-мĕшĕ, 1933, Çĕнĕ Йорк — раштавăн 20-мĕшĕ, 1984, Çĕнĕ Йорк, Манхэттен) — американ социаллă психологĕ, хăйĕн авторитета пăхăнни çинчен экспериментпа тата «пĕчĕк тĕнче» феномена тишкернипе (экспериментла çирĕплетсе пани «ултă хут алă панин тĕрĕслетÿ») паллă.
Милгрэм, çирĕммĕш ĕмĕрти чи витĕмлĕ психологсен шутне кĕрекенскер, политологин вĕренÿ никĕсне Куинс - колледжра 1954-мĕш çулта вĕренсе бакалавр ятне хÿтĕленĕ. Милгрэм итленĕ курссен хушшинче психологи пулман пирки пĕрремĕш хут ăна Гарвард аспирантурине кĕме ирĕк паман, анчах тепĕр хут хушăмла хатĕрленнĕ хыççăн ăна илнĕ. 1960-мĕш çулта вăл диссертаци хÿтĕленĕ. Милгрэм ĕçĕсем çине Соломон Аш тата Гордон Олпорт психологсем витĕм хунă.
2004-мĕш çулта Том Бласс унăн пурнăçĕ çинчен «Тĕнчене шока кĕртнĕ çын: Стэнли Милгрэмăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ» (англ. The Man Who Shocked the World: The Life and Legacy of Stanley Milgram) кĕнеке кăларнă.
2009-мĕш çулта нимĕç Long Distance Calling пост-рок ушкăнĕ хăйĕн Avoid The Light альбомĕнче "I Know you Stanley Milgram" ятлă юрă кăларнă (чăв. "Зпĕ сире пĕлетĕп, Стэнли Милгрэм").