Теодор Курентзис

Теодор Курентзис
фото
Тĕп хыпар
Çуралнă чухнехи ят грек Θεόδωρος Κουρεντζής
Çуралнă вăхăт 1972, нарăс, 24
Çуралнă вырăн Афины, Греци
Патшалăх Греци Греци
Профессисем Греци/Раççей дирижёрĕ, актерĕ, поэчĕ
Инструментсем фортепиано, сĕрме купăс
Жанрсем классикăллă мусăк
Ушкăнсем musicAeterna
Çĕн Çĕпĕрти оперăпа балет театрĕ
Перĕмри П. И. Чайковский ячĕллĕ оперăпа балет театрĕ
Германири Кăңтăр-Анăç радиовĕн симфони оркестрĕ
Парнесем
Феникс орденĕн командорĕ
Туслăх орденĕ — 2008 (2008)
(2007, 2008, 2011, 2013 — икĕ хутчен, 2015, 2017, 2018 — икĕ хутчен)

Теодо́р Куре́нтзис (грек Θεόδωρος ΚουρεντζήςТео́дорос Курентзи́с; (24.2.1972, Афины, Греци çур.) — грек тата раççей дирижёрĕ, мусăкçи, актёрĕ, сăвăçи.

Афинăра, мусăкçăсен килйышĕнче çуралнă. Амăшĕ — пианистка, Вангелино пиччĕшĕ — композитор/пианист. Тăватă çултанпа фортепиано çинче, сакăр çултанпа вара[1]сĕрме купăс çинче выляма хăнăхнă. Камерлă мусăка тата дирижир ĕçне Георгий Хаджиникос профессор, вокал ăсталăхне Дион Аривас тата Костас Паскалиас патĕнче вĕреннĕ[2]. 1990 çулта основал Афинăра камерлă оркестр йĕркелет[3].

1994 çулта Петербургри консерваторинче ĕçлекен Илья Мусин дирижёр патне, Санкт-Петербурга куçса килнĕ[4].

2004—2010 çулсенче — Çĕн Çĕпĕрти оперăпа балет театрĕн тĕп дирижёрĕ, унтах вăл musicAeterna оркестрпа хора йĕркеленĕ. 2011—2019 çулсенче Перĕмри оперăпа балет театрĕн пултарулăх ертӳçи пулнă, унта вăл musicAeterna пĕрле илсе кайнă. Çак театрăн программа директорĕ Дмитрий Ренанский каланипе, Курентзис Перĕмри культура революцийĕ вăхăтĕнче кунта тăрăшнипе Перĕм Раççейри виççĕмĕш мусăк шĕкĕр хули статусне тивĕçет[5][6]. 2019 çулта musicAeterna ирĕклĕхе çитерет те Санкт-Петербурга илсе кайса, Радио килĕнче вырнаçтарать[7].

2018 çулта византи мусăкне ытларах шăрантаракан musicAeterna byzantina хора йĕркелет[8].

«Мускав виртуозĕсем», БСО, РНО, ПАСО, «Çĕнĕ Раççей» коллективсемпе пĕрле ĕçленĕ. Санкт-Петербургри филармони оркестрĕпе, Санкт-Петербургри симфони оркестрĕпе, Мариинка театрĕн оркестрĕпе концерт программисене хутшăннă. Европăри Берлинри филармони оркестрĕпе, Венăри симфони оркестрĕпе, Венăри филармони оркестрĕпе, Фрайбургри барокко оркестрĕпе, Зальцбургри камерлă оркестрĕпе, Малер камерлă оркестрĕпе пĕрле ĕçлет.

Пĕрмаях тĕнчери фестивальсене — Зальцбург фестивалĕ[9] (Австри), Люцерна фестивалĕ (Швейцари), RUHRtriennale (Германи), Экс-ан-Прованс опера фестивалĕ (Франци), Klara Festival (Бельги) хутшăнать.

Тĕнчери «Территори» хальхи ӳнер шкул-фестивальне юлташĕсемпе пĕрле 2006 çулта йĕркелесе янă. 2012 çултанпа — Тĕнчери Дягилев фестивалĕң пултарулăх ертӳçи, фестивале Сергей Дягилев импрессарио ачалăхĕпе çыхăннă Перĕм хулинче ирттереççĕ[10].

2014 çулта мусăк индустрин «мăн виçлекĕнчи» пĕр лайблĕпе — Sony Classical[en] — эксклюзивлă контракт çырнă[11]. 2024 çулта Outhere Music[en] пĕрле хăйĕн харпăр Theta лайблне туса хунă.

2014 çулта Раççей гражданлăхне йышăннă[12].

2022 çулта тĕнчери Utopia Orchestra оркестр йĕркеленĕ, унта 28 çĕршыв солисчĕсем тата концертмейстерĕсем ĕçлеççĕ[13].

Пултарулăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Дискографи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Тухнă вăхăт Формат Хайлани Лейбл Чыславсем
2008 CD Генри Пёрселл: опера «Дидона таат Эней» Alpha Records
2011 CD Дмитрий Шостакович: Симфония № 14, Op. 135 Alpha Records
2011 CD, LP Вольфганг Амадей Моцарт: Requiem Alpha Records
2012 CD Дмитрий Шостакович: Фортепианные концерты.
Соната для скрипки и фортепиано, Оp. 134
Harmonia Mundi[en]
2014 CD, LP Вольфганг Амадей Моцарт: Le nozze di Figaro Sony Classical Records[en] Шаблон:Нп3
2014 CD, LP Вольфганг Амадей Моцарт: Cosi fan tutte Sony Classical
2014 CD Жан Филипп Рамо: The Sound of Light Sony Classical
2015 DVD, Blu-Ray Генри Пёрселл: опера «Королева индейцев» Sony Classical ECHO Klassik award
2015 CD Игорь Стравинский: «Весна священная» Sony Classical ECHO Klassik award
2016 CD Петр Чайковский: Концерт для скрипки с оркестром
Игорь Стравинский: «Свадебка»
Sony Classical
2016 CD, LP Вольфганг Амадей Моцарт: Don Giovanni Sony Classical ECHO Klassik award
Шаблон:Нп3
Japanese Record Academy Award
BBC Music Magazine’s Opera Award
2017 CD, LP Петр Чайковский: Симфония № 6 «Патетическая» Sony Classical Edison Klassiek Award
Japanese Record Academy Award
2018 CD, LP Густав Малер: Симфония № 6 Sony Classical Edison Klassiek Award
Japanese Record Academy Award
2020 CD, LP Людвиг ван Бетховен: Симфония № 5 Sony Classical
2020 digital Джузеппе Верди: «Травиата». Фрагменты: прелюдия к третьему акту, ария «Addio del passato bei sogni ridenti» Sony Classical

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Теодор Курентзис Оркестр musicAeterna.
  2. ^ Персоны. Теодор Курентзис. Биография.
  3. ^ Полякова Светлана Ромео Кастеллуччи, Алан Платель, Теодор Курентзис. The New Times (2017-10-15). Тĕрĕсленĕ 7 Пуш уйӑхӗн 2021.
  4. ^ Теодор Курентзис: я - русский музыкант. BBC (2017-01-12). Тĕрĕсленĕ 7 Пуш уйӑхӗн 2021.
  5. ^ Евгений Антонов Всемирно известный дирижер Теодор Курентзис переезжает в Петербург, пишут СМИ. Почему это важно для города и как повлияет на культурное сообщество. Бумага (2019-07-14). Тĕрĕсленĕ 26 Нарӑс уйӑхӗн 2021.
  6. ^ Великая пермская революция: как чиновники, бизнесмены и культурные деятели меняли Пермь — и что из этого вышло. Forbes (2019-10-09). Тĕрĕсленĕ 26 Нарӑс уйӑхӗн 2021.
  7. ^ Почему Теодор Курентзис уходит из Пермского театра (выр.). Тĕрĕсленĕ 11 Нарӑс уйӑхӗн 2021.
  8. ^ Денис Великжанин Из Византии с любовью (выр.). Музыкальная жизнь.
  9. ^ Алексей Киселев Моцарт жив: как оркестр из Перми стал сенсацией Зальцбургского фестиваля (выр.). Афиша Daily (2017-09-08.).
  10. ^ Международный Дягилевский фестиваль в Перми в 2020 году планируют провести с 18 по 28 июня. ТАСС (2019-08-21). Тĕрĕсленĕ 7 Пуш уйӑхӗн 2021.
  11. ^ Дмитрий Ренанский Оркестр Теодора Курентзиса выпустил диск с Шестой симфонией Малера. Это важное событие для классической музыки — и не только в России (выр.). Meduza (2018-12-27.).
  12. ^ Теодор Курентзис стал гражданином России. Коммерсантъ (2014-04-16). Тĕрĕсленĕ 7 Пуш уйӑхӗн 2021.
  13. ^ Журнал Театр. • Курентзис создал новый международный оркестр (акăлч.) (2022-08-03).