Туймазă районĕ Туймазы районы Туймазы районы муниципаль районы | |||
| |||
Патшалăх | РФ | ||
---|---|---|---|
Статус | муниципаллă район | ||
Кĕрет | Пушкăртстан | ||
Администраци центрĕ | Туймазă хула | ||
Йĕркеленĕ вăхăт | 1930 | ||
Район администрацин пуçлăхĕ | Суфиянов Айдар Рифгатович[2] | ||
Район пуçлăхĕ/Муницмпаллă район канашĕн председателĕ | Минибаев Ильфир Гуссамович[3] | ||
Официаллă чĕлхе | пушкăрт, вырăс | ||
Пурăнан халăх |
132 463 (3,26 %, 1-мĕш вырăн) | ||
Наци йышĕ | тутарсем, пушкăртсем, вырăссем, чăвашсем, марисем | ||
Конфесси йышĕ | мăсăльмансем, христиансем | ||
Лаптăк | 2403,52[4] çм² (22-мĕш вырăн) | ||
Вăхăт тăрăхĕ | MSK+2 (UTC+5) | ||
Телефон кочĕ | +7 34782 | ||
Сайчĕ | |||
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице |
Туймазă районĕ (пушк. Туймазы районы, выр. Туймазинский район Башкортостана) — Пушкăрт Республикин анăç енчи районĕ.
Анăç енче Тутарстанпа чикĕленет. Района 1930 çулта йĕркеленĕ. Районăн тĕпĕ — Туймаçи хули, Ӗпхӳрен 170 çухрăмра вырнаçнă. Çĕр лаптăкĕ — 2364 тв. çм. Район çĕрĕсем Пăкăльма-Пелепей çӳллĕшĕн тĕпĕнче лараççĕ. Çĕр айĕнче нефть, хăйăрсен, гипс, кирпич тăмĕн, агрономи рудисен урпанавĕсене тупса палăртнă. Район анăç енче Ик, кăнтăр енче — Кидаш, варринче тата çурçĕр-анăçра — Уçен шывĕсем юхаççĕ.
Ăшă та типĕ район. Вăрмансенче çăка, клена тата юман, хурăн тата осина тӳпене кармашаççĕ. Вăрмансен лаптăкĕ 62,5 пинĕ га (26,5%), ялхуçалăх çĕрĕсем — 135,9 пинĕ га, çав шутра сухаламалли — 96,6 пинĕ га, утă çулмалли — 6,9 пинĕ га, улăх-çарансем — 32,2 пинĕ га. Районта тырă акса пухаççĕ, пылак кишĕр, çĕрулми, пахча-çимĕçсем çитĕнтереççĕ, выльăх-чĕрлĕхсене, кайăк-кăвакала, сыснасене ӳстерсе аш-какай тăваççĕ.
Ялсенче 30.3 пин çын пурăнать. Халăх-çын тăвăрлăхĕ вăтамран — 13 çын/çм².
Тутарсем, пушкăртсем, вырăссем чылай.
Район шутне Октябрьский хула, 4 хула евĕрлĕ посёлоксем: Кандры, Нижнетроицкий, Серафимовский, Субханкулово кĕреççĕ. Районра 112 ялсем-посёлоксем. Чи пысăк салисем: Дуслык, Кивĕ Туймаçи, Карамал-Губеево.
Район çĕрĕсем урлă Чĕмпĕр - Чышма чукун, Самара - Ӗпхӳ - Челябинск автомобиль çулĕсем иртеççĕ.
Районра 48 анлăпĕлӳ шкулĕсем, çав шутра 22 вăтам шкул; 35 вулавăш, 54 культура керменĕ, ялти пульница пур. Вырăсла «Туймазинский вестник», тутарла — «Туймазы хэбэрлэре» хаçатсем пичетленсе тухаççĕ.